Уява чăваш телевиденийӗпе анлăрах кăтартма ыйтатпăр
«Сувар» хаçат вулаканӗсем Чăваш наци телевиденине пăхмаççӗ мар. Ахальтен им пирӗн страницăсем çинче унăн программине пичетлетпӗр? Вулакансенчен пӗри пирӗн пата хăйӗн Чăваш Республикин Пуçлăхӗ патне çырнă çыруне ярса пачӗ. Ăна вăл халăхпа пӗлтерме ыйтать.
Хисеплӗ Олег Николаевич!
2022 çулхи июлӗн 10-мӗшӗнче Тутарстан Республикинче чăваш халăхӗн «Уяв» праçникне ирттерчӗç. Çак уява Раççей Федерацийӗнчи тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 108 коллектив килнӗччӗ. Хутшăнакансенчен пурте тенӗ пекех – ку вара 10 пин ытла çын – наци костюмӗсемпеччӗ. Чăваш халăх историне, культурине, пурнăçне пропагандăлакан çакнашкал вышкайсăр чаплă мероприяти халиччен пулманччӗ-ха. Вăл чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн çуралнă ялӗнче пулса иртни «Уява» тата пысăкрах чап хушать.
Анчах та Чăваш Республикинчи телевидени çакнашкал пысăк уява кăтартма питӗ сахал вăхăт уйăрчӗ.
Çынсен асӗнче чăваш халăхӗн савăнăçӗнчи самантсем нумайлăха асра юлччӗр тесе, çак çырупа Сире Тутарстанри «Уява» телевиденипе тепӗр хут анлăрах кăтартма ыйтатпăр.
Владимир Тимофеев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев