Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Укçа-тенкӗпе çак кунсенче уйрăмах асăрхануллă пулăр

Эрнелӗх гороскоп 24.04 – 30.04

ТАКА 21.III-20.IV

Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан çак кунсем питӗ пулăхлă. Лидер пултарулăхӗ, çинетăраслăх, тӗллевлӗх шутланине кӗске вăхăтра ăнăçлăн пурнăçлама пулăшаççӗ. Халь чăтăмлă, сапăр пулмаллине манмалла мар, мӗншӗн тесен сирӗн тӳсӗмлӗхе ӗçре те, çемьере те тӗрӗслесшӗн пулӗç.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Укçа-тенкӗпе çак кунсенче уйрăмах асăрхануллă пулăр. Хăвăрт шаннипе е кăшт çăмăлттайрах пулнипе пысăк сумма çухатас хăрушлăх пур. Апат-çимӗç, эрех-сăра тутаниччен пахалăхне тӗпчемелле – вар-хырăм аптратма пултарать. Вӗренекенсен ку тапхăр ăнăçлă иртет.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Чылайăшӗн ку эрне  хавхалануллă иртет. Ӗçре те, килте те пуçа ыраттармалли çук. Таврари çынсен вара пач урăхла – сирӗнтен пулăшу ыйтакансем тупăнсах тăрӗç, ан хирӗçлӗр. Пулăшаймасан та ырă сăмах каласа йăпатăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Ывăнсах çитнӗ эсир, кăна хăвăр та туятăр. Юлашки кунсенче ытла нумай ӗçлерӗр, отпуск илсех канмалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче харкам пурнăçа ытти чухнехинчен ытларах тимлӗх уйăрмалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче тăванăрсемпе вăрçăнасси пулӗ е савнă çыннăрпа хутшăнусем сивӗнӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Эрнен кашни кунӗ сире савăнтарса тăрать. Нумай, тăрăшса ӗçлекенсем тупăшне те тивӗçлипе илеççӗ. Алран кайтăр тесе ӗçленисене те шăпа парнесӗр хăвармасть. Харкам ӗçсем те çу сӗрнӗ пек хăй еккипе пыраççӗ. Çемьеллисене килтисем юратса савăнтараççӗ. Пӗчченнисем çине çак кунсенче ачашшăн пăхакансем, комплиментсем калакансем йышлă.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Кирлӗ çынсемпе туслашма та, пысăк тупăш илмелӗх ӗçлеме те май пулать. Çынпа хутшăннă чух  (харкам пурнăçра та, ӗçре те) тӳрӗ чунлă пулăр, икӗпитленмесӗрех кăмăллаççӗ сире. Енчен те инçетри тăванăрсем тӗл пуласшăн-тăк, килӗшӗр. Ӳлӗм ку сире кирлӗ пулӗ.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çын хушшинче ку эрнере сирӗн сум, чап ӳсет. Хуть мӗнле мероприятире те пăхма чипер, япшар чӗлхеллӗ, ăс-хакăлтан пуян, пултаруллă пулнипе палăрса тăратăр. Ку эрнере паллашнă çынпа романтикăлла хутшăнусем пуласса систереççӗ çăлтăрсем. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Ӗçре ыйтусене ăнăçлă татса пама меллӗ эрне. Сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли – тӗллевсене тӗрӗс палăртса пурнăçлама плансене тӗплӗн шутласа хуни. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пулаççӗ, анчах хăйне евӗр кăмăлăра алăра тытмалла. «Йӗпрен лум» тумасан, çынна (уйрăмах тăванăрсене) тиркемесен йăлт аван пулать.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Çак тапхăрта килте е ӗçре пулса иртекен пулăмсем пирки сăмах пуçлаканни эсир пулатăр. Хăвăр шухăшăртан ан пăрăнăр, анчах тавлашăва пысăк конфликта çаврăнма ан парăр. Эрне варринче укçа-тенкӗпе пулăшма ыйтӗç. Пулăшмаллах-и? «Çиччӗ виç те пӗрре кас» тенине ан манăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Хăвăрпа хăвăр килӗшсе пӗтерейместӗр, тупăш та сахалрах илетӗр пек. Анчах халь çитменлӗхсемпе кӗрешме те, сахал пӗлекен çынсен пулăшăвне йышăнма та хушмаççӗ çăлтăрсем. Пӗчченнисем çак кунсенче паллашакан çынна кăмăлласа пăрахӗç. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

«Шаннă кайăк йăвара лармасть» тени тӗрӗсе килмест ку эрнере. Хăвăрăн вăя ӗненни те кунран кун ӳсет. Çӗнӗ шухăшсем, плансем пуçа килсех тăраççӗ. Ӗмӗтленни патне çирӗппӗн утма меллӗ вăхăт халь. Анчах çаксем çинчен çынна каласа çӳресен ăнмасть. Япала туянма та ырă вăхăт мар халь.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Хăвăра сивлесе калаçнине илтме тӳр килет çак кунсенче. Чăтăр, çакăн пекех хуравлама ан васкăр. Шӳтлесе йăл кулса ирттерни кӳрентерекене вырăнне лартма пулăшать. Çемьеллисен мăшăрне парнепе савăнтарни лайăх. Пӗчченнисен савни тупас тесе паллашмалла мар çак кунсенче: малтанах çынни сире илӗртӳлӗхӗпе килӗшӗ, кайран кулянтарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев