Ҫул урлӑ ҫуран кӑна каҫмалла
Йӗркене пӑхӑнакансене полицейскисем ҫутӑ тавӑракан элементсем валеҫсе панӑ
Хусанта ҫул урлӑ ҫуран каҫмалли вырӑнсенче велосипедистсем валли хӑрушлӑхсӑр каҫса ҫӳремелли йӗркене аса илтереҫҫӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Тутарстан Республикинче аварилӗхе чакарас тӗлӗшӗпе ӗҫ илсе пыраҫҫӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем, уйрӑмах велосипедистсем хутшӑннипе пулса иртекен аварисене чакарас тӗлӗшпе автоинспекторсем вӗсен ҫулӗ ҫине асӑрхаттарса ҫакӑн пек ҫыраҫҫӗ: "Велосипедист зебра урлӑ ҫуран каҫать".
Автоинспекторсем ашшӗ-амăшӗсене вӗсен яваплӑхӗ ҫинчен аса илтернӗ, ҫавӑн пекех ачасене те ҫул урлӑ тӗрӗс каҫмалли ҫинчен.
Йӗркене пӑхӑнакансене полицейскисем ҫутӑ тавӑракан элементсем тата "Добрая Дорога Детства" хаҫата парнеленӗ.
ГИБДД ӗҫченӗсем ҫакнашкал ҫырса хунисем ҫине велосипедистсем тимлӗх уйӑрӗҫ тесе шутлаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев