Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 УЛĂП ЙĂХӖНЧЕН ПУЛЬ ЭС, АНДРЕЙ?

52-мӗш размерлă пушмак тăхăнакан паллă артистăн несӗлӗсем Акрелӗнче

Сенкер экранпа юлашки вăхăтра тăтăшах пысăк кӗлеткеллӗ, вăрăм пӳ-силлӗ Андрее куратăп. Пӗррехинче вăл «ВКонтакте» сайтра хăйӗн амăшне ялта астăвакансене шыранине пӗлтӗм, вара çапла ун пурнăçӗпе паллашрăм.

Андрей амăшӗ, Зоя, Тутарстан Республикинчи Çарăмсан районне кӗрекен Акрель ялӗнче Романовский Петр пиччесен нумай ачаллă çемйинче çуралса ӳснӗ. Вӗсен кил-çурчӗ Турикасра (хальхи Чапаев урамӗ)​ вырнаçнăччӗ. Зоя ялти сакăр класлă шкултан вӗренсе тухсан Мускава вӗренме кайнă, унтах пурăнма юлнă. Зоя Евгений ятлă вырăс каччипе çемье çавăрнă. 1978 çулхи майăн 31-мӗшӗнче Андрей çуралнă. Çемьере тата Андрейпа пӗрле Ирина ятлă хӗр те ӳснӗ.
Андрей Кулаков ятарласа артиста вӗренмен, автосервисра ӗçлет. Андрее паянхи кун кинора ӳкерӗнме тăтăшах чӗнеççӗ. Ача чухнех хăйпе пӗрле вӗренекенсенчен çӳллӗшӗпе уйрăлса тăнă вăл. Мускаври 129-мӗш шкулта вӗреннӗ. Андрей амăшӗпе тата аппăшӗпе 1995 çулта Акрель ялне тăванӗсем патне килсе кайнă пулнă. Пятигорск хулинче вырнаçнă пограничниксен çар чаçӗнче хӗсметре тăнă.
Халӗ Андрейӗн çӳллӗшӗ 2 метр та 10 сантиметр. Йывăрăшӗ 190 килограмм ытла. Атă-пушмак размерӗ вара 52-мӗш.
2015 çулта Андрей Транспорт министерстви ирттернӗ конкурсра канат туртса 1-мӗш вырăн йышăннă.
2013 çулта Улăп пек паттăр Андрее Пятигорскăн «Высшая лига» КВН-командине чӗннӗ. Малтанах Андрей КВНра эпизодсенче çеç курăнкаланă-ха. Кайран ăна режиссерсем асăрханă та хăйсемех таçта та йыхравлама пуçланă. Халӗ вара хăй те тӗрлӗ кастингсене çӳрет. Вăл кулăшла рольсенче вылять.
Андрей Кулаков Михаил Задорновăн «Однажды в Америке или чисто русская сказка» фильмӗнче те вылянă, вăл экран çине 2019 çулхи​ январӗн 1-мӗшӗнче тухрӗ. ​
СТС каналпа пыракан «СеняФедя» сериалта та вылять А.Кулаков. Мускав облаçӗнчи Дзержинский хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Юрату кашни чӗрере» («Любовь в каждом сердце») ятлă кинофестивале​ те чӗннӗ ăна. Ытти паллă артистсемпе пӗрле хӗрлӗ кавир тăрăх вăл та утса пынă вара.
Юлашки вăхăтра Андрее клипсенче те ӳкерӗнме чӗнеççӗ. Ак, нумай пулмасть «Кашкăр» ятлă музыка клипӗнче ӳкерӗннӗ. Андрей Кулаков ӳкерӗннӗ фильмсене Ютуб каналпа курма пулать.
Андрей Кулакова малалла та пӗчӗк çитӗнӳрен пысăк çитӗнӳсем тума​ сунатпăр, хăйӗнче чăваш юнӗ те чупнине нихăçан та ан мантăрччӗ вăл. ​

Алевтина НАЗАРОВА
(АРТЕМЬЕВА).
Анат Кама – Акрель.
Сăнӳкерчӗк авторăн харпăр архивӗнчен. ​

Андрей Кулаков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев