Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫуллахи кану лагерӗсем уҫӑ, пляжсене хупса пыраҫҫӗ

Республикӑри шыва кӗме юрӑхлӑ 23 пляжран 8-шне Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хуптарнӑ

 Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 14 пин ытла ача лагерьсенче канаҫҫӗ. Унта кунсерен термометрия, санитари процедурисем графикпа пулса иртеҫҫӗ. Паллах, коронавирус чарӑнман вӑхӑтра йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмалла.

Ҫуллахи шӑрӑх хӑйӗн ӗҫне турӗ. Юханшывсемпе кӳлӗсем симӗслене пуҫларӗҫ. Хуласенчи пляжсем микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормӑна тивӗҫтермеҫҫӗ. Республикӑри шыва кӗме юрӑхлӑ 23 пляжран 8-шне Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хуптарнӑ. 

 Ведомство илнӗ анализсем тӑрӑх,   Хусанти «Нижнее Заречье», «Комсомольский» пляжсенче, Большое Лебяжье,  Глубокое кӳлӗсенче, ҫавӑн пекех Ешӗлвар, Ҫырчалли, Мензелинск, Заинск хулисен пляжӗсенче шыв варланнӑ, вӑл вырӑнсем шыва кӗме юрӑхсӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев