Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ултă çул хушшинче Тутарстанра 1180 километр çул юсанă

«Наци проекчӗ 2030 çулччен тăсăлӗ. Çак вăхăт тӗлне регионсенчи çулсен 60% нормативпа килӗшсе тăракан пахалăхлă пулмалла, пысăк агломерацисенчи çулсен 85% пахалăхра тытса тăмалла», – тесе пӗлтенӗ ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Артем Чукин.

Ун сăмахӗсемпе, кăçал республикăра «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» наци проектне пурнăçа кӗртме 10,17 млрд тенкӗ уйăрнă, çав шутра республика бюджетӗнчен 4,68 млрд тенкӗ. Пурӗ 2022 çулта наци проекчӗпе 170 ытла километр çула юсанă.

Унсăр пуçне кăçал наци проекчӗн çулсемпе вӗсем çинчи аварилле кӗперсене юсас программи хута кайнă. Ку тӗллевпе федераллă бюджетран 1,8 миллиард тенкӗ укçа уйăрнă, республика бюджетӗнчен – 352 миллион тенкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев