Икӗ ӗмӗр паман никама та тесе ан калӑр, Чӗмпӗрти паллӑ чӑваш хӗрарӑмӗ 100 ҫул тултарса иккӗмӗш ӗмӗре пурӑнма куҫрӗ
Паян, июлӗн 1-мӗшӗнче хӑйнӗн ҫӗрмӗш менельникне легендарлӑ врач, Ульяновск облаҫӗнчи невролони службине йӗркелесе яракан ҫын, Ленин орденӗн кавалерӗ Елизавета Фурашова паллӑ тӑвать. Темиҫе теҫетке ҫул вӑл ҫынсене сыватнӑ, медиксене хатӗрленӗ, вӗсене профессие юратма хӑнӑхтарнӑ. 90 тултарсан тин Елизавета Алексеевна ӗҫлеме чарӑнса пенсине тухать.
Юбилей ячӗпе ӑна Ульяновск облаҫӗнчи ЧНКА ертӳҫисем саламланӑ. Эпир те ҫак саламсем патне хушӑнатпӑр!
Нет комментариев