Унăн сăнарӗ ял-йыш асӗнчех
Сергей Жирнов кăмака тума та, сантехника лартма та, ытти ӗçе те пултаратчӗ.
Этем пурнăçӗ çинçе çип пекех – хăш чухне вăл кӗтмен çӗртен татăлать. Çак тӗнчере хуть мӗнӗн те пуçламăшӗпе вӗçӗ пур. Эпир пурте çак çӗр çинче хăнасем çеç. Çухатнă çывăх çынсене тавăрма çук, анчах та вӗсем пирӗн асрах.
Октябрӗн 18-мӗшӗнче çывăх юлташăмăр Сергей Харитонович Жирнов пиртен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Юлашки вăхăтра вырăнпа выртаканскере сыватас тесе çывăх çыннисем питӗ тăрăшрӗç, анчах, шел пулин те, чир çӗнтерчӗ. Пирӗн пысăк çухатăва йышăнмалли çеç юлчӗ...
Сергей Харитонович ӗмӗрне тăван ялта пурăнса ирттерчӗ, ырă ӗçӗсемпе паллă вăл кунта. 1950 çулта Беловка ялӗнче çуралнăскерӗн ачалăхӗ çăмăл пулман. Ашшӗ суккăр пулнипе çемье пуçӗн тивӗçӗсене аслă ывăлӗн – Сергейӗн – пурнăçлама тивнӗ. Ашшӗне те пăхнă, шăллӗсемпе йăмăкӗшӗн те тӗрев пулнă. Çитӗнсен Шунталри СПТУра, Куйбышеври техникумра вӗреннӗ, ПМКра ӗçленӗ. Ашшӗ вилсен 1968 çулта яла таврăннă.
1969 çулта «Дружба» колхозра арман тунă çӗре хастар хутшăннă Сергей. Вăл пуçарнипе, юлташӗ Анатолий Гришаков пулăшнипе тăван ялта спорт секцийӗ йӗркеленӗ. Армана хута ярсан Жирнов унта 1975 çулччен операторта ӗçленӗ. Ун хыççăн колхозра тӗп энергетик, «Сельэнерго» организацире электрик пулса тăрăшнă. Ялта газ кӗртме пуçласан ку ӗçе те хастар хутшăннă вăл.
Сергей Харитонович колхозри кăткăс агрегатсене хута ярас, юсас ӗçсене те туса тăратчӗ. 1994 – 1998 çулсенче вăл колхозра газовик пулчӗ. Ун хыççăн 2015 çулччен вара ялти ача сачӗпе Культура çурчӗн котельнăйӗнче операторта ӗçлерӗ.
Тивӗçлӗ канăва тухсан та Сергей Харитонович питӗ хастарччӗ. 2012 çулта ялти ытти хастарсемпе пӗрле вăл пăрахăçа тухнă çăлкуçа тасатас ӗçе хастар хутшăнчӗ. Ялти пӗрлехи ӗçсене ялан малтисен ретӗнче хутшăннăскер вăл кунта та шăратса çыпăçтарас ӗçсене пурнăçларӗ.
Жирнов хамăр ялсене кăна мар, кӳршӗллӗ ялсенче пурăнакансене те пулăшу кирлӗ пулсан хирӗçлеместчӗ: кăмака та туса панă, сантехника та лартнă, ăшă яма та пулăшнă... Халӗ те ырăпа аса илеççӗ ырă çынна хамăр тăрăхра.
Çемье пурнăçӗ ăннă Сергей Харитоновичăн. Мăшăрӗпе Нина Григорьевнăпа аллă çул ытла шăкăл-шăкăл пурăнчӗç вӗсем. Арăмӗ уншăн ялан чи шанчăклă юлташ, тӗрев пулнă. Нина Григорьевна нумай çул почтальонкăра, унтан страхлав агенчӗ пулса ӗçлерӗ. Паян та-ха вăл алă усса лармасть, хăйӗн юратнă ӗçӗпе – вӗлле хурчӗсем ӗрчетессипе – аппаланать.
Сергей Харитоновичпа Нина Григорьевна виçӗ ача çуратса ӳстернӗ. Кил-çурчӗ кермен пек, ачасемпе мăнуксен çитӗнӗвӗсемпе савăнса кăна пурăнмалла. Анчах та этем ӗмӗрӗ, шел пулин те, вӗçсӗр мар çав... Хăш чухне вăл кӗтмен çӗртен татăлать. Кашни çын хăй хыççăн йӗр хăварать. Сергей Жирнов хăй çинчен ырă астăвăм хăварчӗ, унăн ырă сăнарӗ, ӗçӗсем ял-йыш асӗнче яланах упранӗç.
Сергей УЛАНОВ.
Аксу районӗ, Беловка.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев