Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Унтакшăсем салтаксем валли маскировка сечӗ çыхса панă

Кунсерен 9 – 12 çын таран сетка çыхас ӗçе хутшăннă Унтакшăра: пӗрисем пусмана хăюсем çине касса тăнă, теприсем вӗсене сетка çине çыхнă.

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗн библиотекарӗ Галина Харитонова Аксури Çамрăксен центрӗнчи волонтерсем патӗнчен тăван ялне сеткăпа тата маскировка сечӗ çыхмалли ытти хатӗрсемпе таврăннă. Ялти Культура çуртӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка сечӗ çыхакан пункт йӗркелени çинчен илтсен Унтакшăри хастар хӗрарăмсем ку пархатарлă ӗçе хаваспах хутшăннă. Пӗрле пуçтарăннă та туслăн кăна кал-кал ӗçленӗ. Çар çыннисене кăштах та пулин пулăшу кӳме пултарни – пиртен кашнин тивӗçӗ тесе шутлаççӗ вӗсем.

Кунсерен 9 – 12 çын таран сетка çыхас ӗçе хутшăннă Унтакшăра: пӗрисем пусмана хăюсем çине касса тăнă, теприсем вӗсене сетка çине çыхнă. Виçӗ кунра ӗçе вӗçленӗ. Тăваттăмӗш кунне вара хатӗр маскировка сетьне Аксăва волонтерсене леçсе панă – кӗçех черетлӗ гуманитари пулăшăвӗпе пӗрле ăна ятарлă çар операцийӗн зонине çитерсе парӗç.

Ку ӗçе йӗркеленӗ библиотекарь Галина Михайловна Харитонова вăхăтне, вăй-халне шеллемесӗр виçӗ кун хушши ырми-канми тăрăшнă хӗрарăмсене –  Оксана Романовăна, Татьяна Михайловăна, Валентина Александровăна, Анна Марковăна, Тамара Александровăна, Надежда Марковăна, Марина Михайловăна, Людмила Филипповăна, Наталья Антоновăна, Ирина Антоновăна, Анна Харитоновăна, Ирина Марковăна, сетьсем валли стойкăсем тунă Андрей Михайловпа Геннадий Харитонова чӗререн тав тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем