Упи ял хутлахӗнче те «Асӑну ҫурти» акци иртрӗ
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ 27 миллион ҫынна асӑнса ҫак акци 2009 ҫултанпа иртет
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Упири салтак-хӳтӗлевҫӗ палӑкӗ тата Кивӗ Упири обелиск умӗсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 82 ҫул ҫитнине халалланӑ "Асӑну ҫурти" акци иртрӗ.
Упи ял хутлӑхӗнче пурӑнакансем, учреждени ӗҫченӗсем, вӗренекенсем, "Ӑшӑ ҫурт" социаллӑ приют воспитанникӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вилнисене асӑнса ҫурта ҫутрӗҫ, пӗр минута шӑпланса тӑчӗҫ.
Вӑрҫӑ кашни ҫемьене пырса тивнӗ, кашни ҫемьере вӑрҫӑ историйӗ пур, кашниех хӑйӗн тăванӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, никам та пӗлмен геройӗсене астӑвать, хисеплет. Çынсем фронтовиксен сӑнӳкерчӗкӗсене, докуменчӗсене, орден-медалӗсене хаклӑ тупра пек упраҫҫӗ.
1418 кун тăсăлнă Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинчен Упи ял тӑрӑхĕнче вырнаҫнӑ ялпа паҫҫулкăсенчи 1195 ҫын каялла ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнман, хӑшӗсем хыпарсӑр ҫухалнӑ. Килте вӗсене сывӑ таврӑнасса кӗтсе пурӑннӑ, анчах шӑпа урӑхла килсе тухнӑ. Хаяр вӑрҫӑ витӗр тухнӑ ветерансем те юлман, вӗсен паттӑрлӑхӗсене асра тытатпӑр.
Паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине асра тытса вĕсен ячĕсене пирĕн ĕмĕрех чĕрере тытасчĕ, мирлĕ та канлĕ пурнăçа упрама тата хаклама пĕлесчĕ. Ҫӗр ҫинче яланах тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ хуҫалантӑр.
Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев