Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«УПИ ПАТТĂРĂН ТĂХĂМӖСЕМ» серипе тухакан кӗнекесен черетлӗ кăларăмне I Тӗнче тата граждан вăрçисен паттăрӗсене халалланă

Май уйăхӗн вӗçӗнче «Упи паттăрăн тăхăмӗсем» серипе тухакан кӗнекесен черетлӗ кăларăмӗ кун çути курчӗ. Кӗнекен авторӗ – ШӖМ ветеранӗ Владимир Ярухин таврапӗлӳçӗ

Черетлӗ кăларăма I Тӗнче тата граждан вăрçисен тапхăрне халалланă. Кӗнекере Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗнӗ Упи вулăсӗнчен асăннă вăрçăсене хутшăннă çынсем çинчен çырса кăтартнă. Хальхи саманара I Тӗнче тата граждан вăрçисене хутшăннисем пирки информаци тупма çăмăлах мар. Çапах та Владимир Ярухин 1924 çулта иртнӗ ял хуçалăх çыравӗ тăрăх кӗнекене хатӗрлеме пулăшакан материал çителӗклӗ пухма пултарнă. Çав çыравра çынсем вăрçа хутшăннипе хутшăнманни пирки те çырса хăварнă иккен. 1924 çулхи çырав даннăйӗсемпе Тутарстан Республикин Наци архивӗнче паллашма пулать.

Çавăн пекех автора Пӗрремӗш Тӗнче вăрçине хутшăннă паттăрсен докуменчӗсене шырамалли ятарлă сайт та нумай пулăшнă: Владимир Егорович ентешӗсем ăçта аманни, тыткăна лекни, вилни, паттăрлăхшăн наградăсем илни пирки пуян информаци тупнă. Вăл вăхăтра çынсем час-часах хăйсен хушамачӗсене улăштарни вара нумай чăрмав кăларса тăратнă.

Владимир Ярухин Упи тăрăхӗнче пурăнакансене хăйсен I Тӗнче тата граждан вăрçисене хутшăннă тăхăмӗсен сăнӳкерчӗкӗсене упраса хăварнăшăн чӗререн тав тăвать.

Ку кӗнеке хальхи çăмăл мар саманара уйрăмах актуаллă: ун чухнехи вăрçа хутшăннисен кӗçӗн мăнукӗсем Тăван çӗршыва хӳтӗлеççӗ халӗ, тăшманпа кӗрешеççӗ. Таврапӗлӳçӗсемшӗн те çав тери интереслӗ пулма тивӗç ку кăларăм.

Хамăр инф.

В.Ярухин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев