Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Упи волонтерӗсем салтаксене пулăшаççӗ

Ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва тăшманран хӳтӗлекен салтаксем валли маскировка сетки çыхас ырă ӗç Упири Культура çуртӗнче малалла пырать.

Кӳршӗллӗ Чăваш Енри Шăмăршă округне кӗрекен Канаш поселокӗнче пурăнакан Викторовсен туслă çемйи те сăваплă та ырă ӗçе хутшăнма кăмăл турӗ.

– Ял хушшисем инçех мар, çавăнпа эпир те килсе пулăшас терӗмӗр. Вăрçи часрах чарăнтăр ӗнтӗ, – терӗç пӗр саслăн Лидийăпа Владимир. –  Хăнăхса пыратпăр ку ӗçе, йывăр мар. Чи малтан килсен ыттисем епле çыхнине пăхрăмăр, унтан хамăр та пурнăçлама тытăнтăмăр. Килте ахаль лариччен çынпа пӗрле тăрăшни питӗ кăмăллă. Ӳркенмелле мар! Алăсем хăйсемех ӗçлеме хăнăхаççӗ.

Çулталăка яхăн пӗрле ӗçленӗрен пӗр çемьери пек туслă кунта, ӗçӗсем те лайăх пурнăçланаççӗ. «Ӗçпе кану юнашарах», – тенӗ халăхра. Сетка çыхнă хушăрах çамрăк чухне юрланă юрăсем те шăранаççӗ, пурнăçри тӗрлӗ ӗç-пуç пирки те шавласа илеççӗ волонтерсем.

– Ир тăрсан, те хăнăхса çитнӗрен, ӗçе çӳренӗ пекех килес килсех тăрать кунта, – терӗç пӗр ушкăнри хӗрарăмсем. – Кая юлас мар тесе кил хуçалăхӗнчи ӗçсене иртерех пурнăçласа хуратпăр. Алăпа ӗçлени тата ăс-тăна та канма пулăшать.

«Ăшă çурт» социаллă приютри ачасем Валентина Козлова воспитатель ертсе пынипе окоп çуртисем туса хатӗрлеççӗ. Салтаксене апат пӗçернӗ чухне çав тери кирлӗ вӗсем.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: жизнь села #Своихнебросаем