Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УРА! УЙĂХ ÇИНЕ ТАВРĂНТĂМĂР!

Августăн 11-мӗшӗнче çӗрле 1 сехетре питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗç пулса иртрӗ

Августăн 11-мӗшӗнче çӗрле 1 сехетре питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗç  пулса иртрӗ. Паянхи историре пӗрремӗш хут Раççей Уйăх çине тӗпчев стацийӗ ячӗ.

 Амур облаçӗнче «Союз-2.1б» Ракета «Луна-25» автономлă станципе "Восточный" космодромран старта тухнă. 10-12 кун хушшинче станци Уйăхăн Кăнтăр полюсне çитсе анса лармалла. Çӗнӗ аппарат малтанхисенчен 3 хут çăмăлрах – 1,8 тонна туртать. Станци çинчи манипулятор уйăх тăприне 30 сантиметр тарăнăшӗнченех илме пултарать, хăйех тӗпчев ирттерсе результачӗсене çӗр çине ярать. «Луна-25» тӗп миссийӗ– Уйăха хупласа тăракан газ евӗр веществона (экзосфера), шыв пуррипе çуккине тӗпченсси.

Уйăх çине пӗрремӗш аппарата СССР 1970 çулта янă, сехетре 1 километр хăвăртлăхпа куçакан «Луноход-1» 1971 çулта сӳнсе лариччен  чылай информаци çӗр çине пама ӗлкӗрнӗ. Юлашки хут Совет Союзӗ Уйăх çине 1976 çулта тӗпчев аппарачӗ янă. Ун чухне 170 грамм Уйăх тăпри кӳрсе килнӗ.

Паян Уйăх çине çул тытнă «Луна-25» Раççей наукин, космонавтикин пысăк çитӗнӗвӗ. Çӗршыв кăткăс лару-тăрура пулсан та пирӗн ăсчахсем, космонавтсем мирлӗ пурнăçшăн тăрăшаççӗ, вӗсен ӗçне çӗршыв калăшӗпе çеç мар, тӗнче калăпăшӗпе виçме пулать. Вӗсен çитӗнӗвӗ тӗнчери космос аталанăвӗн кăтартăвӗ пулса тăрать. Çакăншăн савăнса тӗлӗнсе: «Мухтанатпăр, пуç таятпăр» , – тетпӗр.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: космос