Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Усал шухăшлă çынсем Тутарстанри ачасене улталаççӗ

Вӗсем хăйсене газовщиксем пек газ тӗрӗслетпӗр тесе ачасене килти газ плитин пӗтӗм конфоркине уçтараççӗ

Çакнашкал телефон калаçăвӗн записьне «Татар-информ» агентствăна çитернӗ. Унта паллă мар хӗрарăм, газ службинче ӗçлекен пек ачапа калаçать. Хӗрарăм темиçе хут ача килӗнче пӗччен пулнине тӗпчесе пӗлет, ун хыççăн вăл ăна кухньăна кайма хушать. Тахăш вăхăтра хӗрача амăшне шăнкăравлама шутлать, анчах та шулӗк ăна çакна тума чарать. Унтан шăнкăравлакан, газ тӗрӗслетпӗр тесе, хӗрачана газ плитин пӗтӗм тăватă конфоркине уçма ӳкӗтлет.
Социаллă сетьсемпе мессенджерсенче çакнашкал шăнкăравсене «Газпром Трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн ӗçченӗсем тăваççӗ текен информаци çӳрет. Чăннипе çакă суя хыпар. Кун пек ӗçсене газ службин ӗçченӗсем тума пултараймаççӗ, мӗншӗн тесен вăл хăрушă инкек патне илсе çитерме пултарать. Çакăн çинчен компанин пресс-службинче пӗлтернӗ. 
Вулакансене питӗ тимлӗ пулма сӗнес килет, çакнашкал усал шухăшлă çынсем сирӗн ачăра шăнкăравларӗç-тӗк, тӳрех полицие систермелле. Çавăн пекех ачасене телефонпа шăнкăравлакан палламан çынсене ӗненме юраманни çинчен ăнлантармалла, газ патне килте аслисем пур чухне çеç пыма юрани çинчен те. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев