Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Усăллă тӗлпулу: лагерьте канакан ачасем патне заказник ӗçченӗсем пырса кайнă

«Спасский» заказник специалисчӗсем ачасем валли ятарласа мероприяти йӗркеленӗ. Вăл пулăшнипе ачасем заказникри ӳсен-тăранпа чӗрчунсен тӗнчи пирки тӗплӗн пӗлчӗç.

Çулла – харпăр аталанушăн тата çӗнӗ пӗлӳпе опыт илме çав тери аван вăхăт. Акă Элкел районӗнчи «Дубки» канупа сиплев лагерӗнче канакан ачасем хăйсен пӗлӗвне экологи енӗпе пуянлатрӗç.

«Спасский» заказник специалисчӗсем ачасем валли ятарласа мероприяти йӗркеленӗ. Вăл пулăшнипе ачасем заказникри ӳсен-тăранпа чӗрчунсен тӗнчи пирки тӗплӗн пӗлчӗç. Çавăн пекех вӗсене Куйбышев водохранилищинче ишекен пулăсем çинчен, этем юханшывпа усă курма вӗреннипе çыхăннă фактсем пирки пӗлме те интереслӗ пулчӗ.

Ачасем аслисене нумай ыйту пачӗç. Юлашкинчен пурте пӗрле лагерь территорине çӳп-çапран тасатрӗç.

Заказниксенче ӗçлекенсем уçă сывлăшра çакнашкал мероприятисем ирттерни шкул ачисемпе педагогсен кăмăлне кайнине палăртса хăварас килет.

 

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин материалӗ тăрăх хатӗрленӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология