Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв умӗн чӑваш центрӗсен председателӗсем малашнехи плансене сӳтсе яврӗҫ

Пухӑва ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ. Канашлӑва ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ТР Халӑхсен Ассамблеин Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Константин Яковлев хутшӑнчӗҫ

Республикӑри Уяв пуҫланас умӗн ирхине Аксури "Сувар" кафере Тутарстанри чӑваш наципе культура центрӗсен председателӗсем канашлу ирттерчӗҫ. Унта 2021 ҫулхи II ҫур ҫулхи ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетрӗҫ тата ТР ЧНКАн ҫӗнӗ логотипне йышӑнчӗҫ.

Ҫак тӗрре Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Шешкелӗнчи Культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Александр Ванюков 2004 ҫултах ӳкернӗ пулнӑ. Кӑҫал, автор ирӗк панӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗн ҫӗкленӗвӗпе аталанӑвӗн символӗ Республика Уявӗн тӗп эрешӗ пулса тӑчӗ. Хапха ҫинче те, парнелӗх алшӑллисем ҫинче те, бейсболкӑсем ҫинче те – ҫунаттисене сарса халӑха хӳтӗлекен телей кайӑкӗ Куйкӑрӑш – тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан чӑвашсене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ.

ТР ЧНКА Канашӗн йышӑнӑвӗпе Александр Ванюкова общество организацийӗн Хисеп хутне парса чыслас терӗмӗр. Халӑхӑн культура еткерлĕхне упрас тесе вӑл питӗ нумай ӗҫ тӑвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев