Вакцинаци тӑвакансен шучӗ те ӳссе пырать, чире ертекенсен те
Çӗнӗ хыпарсем

Вакцинаци тӑвакансен шучӗ те ӳссе пырать, чире ертекенсен те

Коронавируспа чирленисен шучӗ хальлӗхе чакмасть, ӳссе пырать, ҫав шутра вакцинаци иртекенсем те йышлӑ


Ӗнер Тутарстанра Covid-19-па чирленӗ 48 ҫӗнӗ ҫынна регистрациленӗ, вӗсенчен 4 ҫын урӑх регионра килнисем, ыттисем Тутарстанран.
15 ҫынна больницасене вырттарнӑ, 33 ҫын килте сипленет.
Ӗнер шута илнисенчен 30-шӗ Хусанта пурӑнать, 3-шӗ Ҫырчаллинчен, 4-ӑн Тукай районӗнчен, Тури Услон, Ҫӳльту, Лайӑш районӗсенчен икшер ҫын, Актаныш, Элмет, Ешӗлвар, Менделеевск, Мензелинск районӗсенчен пӗрер ҫын.
Пурӗ ҫак куна Тутарстанри больницасем Covid-19 чире ертнӗ 23 413 ҫынна регистрациленӗ. 20 859 ҫын сывалнӑ, ҫав шутра 6 ҫыннӑн больничнӑйне иртнӗ талӑкра хупнӑ.
Республикӑри 741 611 ҫын вакцинаци тутарнӑ, вӗсенчен 496 146-шӗ иккӗмӗш прививка илнӗ.


Нет комментариев