Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăл ку эрнере 80 тултармаллаччӗ

Юлашки çулсенче вăл вырăс тата чăваш литературисене çыравçă пайне кӗртрӗ. ТР ЧНКА ӗçӗсене те хастар хутшăнатчӗ РФ культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

 

Хурлăхлă хыпар. Ӗнер «Сувар» хаçатăн 2-мӗш редакторӗ Николай Сорокин вилсе кайнă

1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче республикăра чăвашсен хаçачӗ тата радиопередачи пултăр тесе вăл нумай тăрăшрӗ. Пӗрремӗш редактор Владимир Данилов сасартăк вилсе кайсан, унăн хăйӗн республика хаçачӗн тилхепине тытма тиврӗ. 1998-мӗш çулта редактортан тухсан та вăл журналистикăна пăрахмарӗ. ИТАР-ТАСС агентствора тăрăшрӗ, редакцине те кашни уйăхра тенӗ пекех килсе çӳретчӗ. Халсене пӗлме, сӗнӳсем пама, йăнăшсене тӳрлетме. Унăн ăслă та виçеллӗ канашӗсем нумай чухне пире ӗçре пулăшрӗç.  

Николай Сорокин тăрăшнипе редакци çумӗнчи «Шурăмпуç»  журнал çӗнӗрен тухма тытăнчӗ. Тутарстанри чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗ йӗркеленчӗ. Юлашки çулсенче вăл вырăс тата чăваш литературисене çыравçă пайне кӗртрӗ. ТР ЧНКА ӗçӗсене те хастар хутшăнатчӗ РФ культура тав тивӗçлӗ ӗçченӗ.  

Июлӗн 8-мӗшӗнче Николай Михайлович 80 çул тултармаллаччӗ. Пирӗншӗн ку пысăк çухату.

Тăванӗсемпе пӗрле хурланатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев