Вăрман пикине ăçта ăсатмалла
Çӗнӗ çула кӗтсе илтӗмӗр, савăнтăмăр. Чăрăша пӳлӗмрен илсе тухма та вăхăт
Çурта çурта вăрман пикипе илемлетекенсен пурин те ăна утилизацилесси пирки шухăшлама вăхăт çитрӗ. Хула çыннисенчен чылайăшӗ чăрăша урама илсе тухать, çӳп-çап контейнерӗсене пăрахать. Çакăнпа экологсем килӗшмеççӗ.
Çутçанталăка сиен кӳмесӗр чӗрӗ чăрăша мӗнле кăларса пăрахмалла? Пур-и ун пек мел?
Хуласенче Çӗнӗ çул уявӗсем вӗçленнӗ тӗле чăрăшсене йышăнакан пунктсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Енчен те кун пеккисем çук-тăк, чăрăш турачӗсене хуçа-хуçа вакламалла та миххе тултарса строительсен çӳп-çапӗ валли лартса паракан контейнера пăрахмалла.
Çаплах ялта, дачăра кăмакара çунтарма пулать, пахчара компост вырăнне усă курма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев