Вăтам шкул валли çӗнӗ стандартсем вăя кӗрӗç
РФ Çутӗç министерствин канашӗ вăтам шкул валли (5-9-мӗш классем) çӗнӗ федераллă патшалăх вӗрентӗвӗн федераллă стандарчӗсем (ФГОС) проектне ырланă. Практика-ориентациллӗ вӗрентӳ валли хатӗрленӗ çӗнетнӗ нормăсем 2027 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçлаççӗ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.
Раççей Çутӗç министерствин Вӗрентӳ содержанийӗпе меслечӗсен институчӗн ертӳçи Максим Костенко ăнлантарнă тăрăх, тӗп çӗнӗлӗхсем вӗрентӗве йӗркелессине пырса тивӗç:
- Предмета мӗнле шайра вӗренмеллине суйласа илме пулӗ.
- Ултă тӗп профиль (çутçанталăк-ăслăлăх, технологи тата ытти те) сыхланса юлӗ, анчах шкулсем вӗсен хушшинче классем йӗркелеме пултарӗç. Тӗслӗхрен, технологи профилӗ валли инженери е IT-направленипе е гуманитари профилӗ шайӗнче педагогика направленийӗпе уçма пулать.
- Содержание çӗнетесси. Математика, физика, хими тата биологи программисене ытларах практика кӗртӗç. Тӗп тӗллев – вӗренӳ материалне чăн пурнăçпа наукăпа çыхăнтарасси.
- Шкулсенчи пурлăхпа техника базине çӗнетӗç. Кашни кабинет (физика, хими, биологи тата ыттисем) валли кирлӗ япаласем туянӗç. Ку пур ачана та шкул ăçта вырнаçнине пăхмасăр пӗр пек лайăх вӗренме пулăшӗ.
Шкулсем мӗн тумалла?
- Шкулсен 8-9-мӗш классенче вӗренекенсен тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсен хушшинче анкетировани ирттермелле, çул çитменнисен чăн интересӗсемпе карьера туртăмӗсене палăртмалла. Ку ыйтăва регионти ӗç рынокне тишкернипе танлаштармалла. Тӗллевӗ – «техника» е «гуманитари» профильне кăна мар, чи кирлӗ ансăр енсене, сăмахран, «биоинженери», «медиажурналистика» е «кибер хăрушсăрлăх» тупса палăртасси.
- Пӗр шкул вăйӗпе хальхи ятарлă курссене хатӗрлесе ертсе пыма час-часах май çук. Директорсемпе педагогсен аслă шкулсемпе, колледжсемпе, технопарксемпе тата предприятисемпе партнерла хутшăнусем йӗркелемелле. Шăпах вӗсен никӗсӗ çинче актуаллă оборудованисемпе усă курса тата специалист-практиксем ертсе пынипе вӗрентӗвӗн практика пайне йӗркелемелле.
- Предмет кабинечӗсенче пур оборудованисене туллин инвентаризацилемелле, унтан ăна çирӗплетнӗ çӗнӗ списокпа танлаштарса çуккине туянмалла.
- Çӗнӗ курссем валли программăсемпе вӗрентекенсене хатӗрлемелле.
Çӗнӗ стандарт çине куçасси майӗпен иртӗ. Анчах çитес вăхăтра шкулсен пысăк ӗç туса ирттермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев