Кăштах кулăш: Вӗçкӗн Ваççа тухтăр патне кайнă
Тепӗр кун чăнах та комисси килсе çитет. Йăлт пăхаççӗ, тӗрӗслеççӗ. Сасартăк пӗр стена ишӗлсе анать
Вӗçкӗн Ваççа укçа шырать. Тупайманнипе арăмӗнчен пулăшу ыйтать хайхи.
– Пиншак кӗсйине пăхрăн-и? – ыйтать арăмӗ.
– Пăхрăм.
– Пальто кӗсйине?
– Пăхрăм.
– Шалти кӗсйисене тӗрӗслерӗн-и?
– Çук.
– Мӗншӗн?
– Унта та тупаймасан чӗре чăтаймасран хăратăп... – терӗ тет Ваççа.
* * *
– Эх, пурнăç мӗнле аван! – тет Чăнкă Мирун. – Кăмăл лайăх, сывлăш уçă...
– Мӗн, юратса пăрахрăн-им? – ыйтаççӗ унран.
– Çук, шалу пачӗç!
* * *
Стройкăна çамрăк специалистсем килнӗ. Прораб инструктаж ирттерет:
– Ыран комисси килмелле. Хăть те мӗн пулса иртсен те планпа шăпах çапла пулмалла пек тыткалăр хăвăра.
Тепӗр кун чăнах та комисси килсе çитет. Йăлт пăхаççӗ, тӗрӗслеççӗ. Сасартăк пӗр стена ишӗлсе анать. Çамрăк специалистсенчен пӗри сехечӗ çине пăхса илет те:
– Пăх-ха, палăртнă пекех: шăп 11.00 сехетре, – тет.
* * *
Вӗçкӗн Ваççа тухтăр патне кайнă.
– Сирӗн ӗçме, туртма, айккине чупма юрамасть... – тет тухтăр.
– Калăр-ха, манăн арăм кунта та килсе ӗлкӗрчӗ-им?.. – ним калама аптрать Ваççа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев