Вӗçкӗн Ваççа тухтăр патне пынă тет
Ывăлӗ Чăнкă Мирунран ыйтать: – Атте, миллион тенкӗ вăл нумай-и? – Ӗçлесе илес-тӗк – нумай, тăкаклас-тăк – сахал, – хуравлать Мирун.
Чăнкă Мирун хăй çине тăрсан-тăрсан пӗр пăхкаласа илекен, куç хӗсекен майрапа паллашма шутлать.
– Ну, мӗн, чиперкке, сана мотоциклпа çил пек вӗçтерсе ярăнтарса килем-и? – тет хайхискер.
– Çук-çук, манăн ревматизм...
– Эппин атя мунчана каяр, чун каниччен милӗкпе çапăнăпăр.
– Юрамасть мана, чӗре ыраткалать...
– Вара мӗншӗн куç хӗсрӗн-ха, çавнашкал чирлӗскер?
– Шухăшра та пулман, куçсем чапрас манăн...
×××
Лавккара. Черет. Яка Кулине те кăкăр ачипе черетре тăрать. Ывăнса çитнӗ ача кăшкăрса йӗме пуçлать. Лăплантарас тесе тем те тăвать Кулине, усси çук. Ним тăвайман енне черетри нăкă хул-çурăмлă хӗрарăм çине тӗллесе: «Çиччас çак аппана парса яратăп сана», – тесе хăратасшăн пулать ачине. Хайхи хӗрарăм Яка Кулинен сăмахӗсене илтсен ун еннелле çаврăнать те: «Кирлӗ мар, хамăн та виççӗн», – тесе хурать.
×××
Тӗкӗр умӗнче хăйпе хăй киленсе тăракан Чипер Марине упăшкинчен ыйтать:
– Чунăм, эпӗ илемлӗ-и? Ман кӗлетке вара? Куçсем? Пит?..
– Мӗн, тӗкӗр çинче курăнмасть-им? – лаплаттарса хурать упăшки.
×××
Вӗçкӗн Ваççа тухтăр патне пынă тет.
– Тухтăр, эп ют арăмсемпе çывăратăп, çакăншăн вӗсен упăшкисем мана патак çитереççӗ. Мӗн тумалла-ха манăн?
– Салтака кайса килӗр. Кăшт ăс кӗрӗ, – тет тухтăр.
Çулталăк иртсен.
– Тухтăр, тавах сире лайăх канаш панăшăн!
– Эсир текех ют арăмсемпе çывăрмастăр-и?
– Çывăратăп. Анчах та 45 çеккунтра тумланма пултаратăп халь!
×××
Кукша Кӗркурин арăмӗ пачăшкă патне чиркӗве килнӗ тет.
– Тихăн атте, çылăхăма каçарттар-ха...
– Мӗнле çылăх-ха, ырă çыннăм?
– Эх, вăтăр çул каялла упăшкаран айккине кайнăччӗ...
– Эй, вара, ку тахçанах пулнă, Турă каçарнă ӗнтӗ сана, ман кун пирки...
– Манаймастăп çав – аса илме кăмăллă...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев