Ветерансене парнесӗр хăвармӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Ветерансене парнесӗр хăвармӗç

Аслă Çӗнтерӗвӗн 77 çуллăхне халалланă уяв тӗлне Тутарстанри 438 ветеран укçа пособийӗ илӗ

«Пӗр хутчен парăнакан 10 пин тенкӗлӗх тӳлеве 1941-9145 çулсенче иртнӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе инвалидсене парăнакан ытти тӳлевсемпе пособисемпе пӗрле арпрель уйăхӗнчех парăнать», - тесе пӗлтернӗ Раççей Пенси Фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗнче. Республикăра Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне вăрçа хутшăннă 438 çын илет. Çакăн валли заявлени çырмалла мар. 1941-9145 çулсенче иртнӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе инвалидсене Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн «О ежегодной денежной выплате некоторым категориям граждан ко Дню Победы» Указӗпе килӗшӳллӗн парăнать.


Нет комментариев