Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Виçӗ вăрçă вутӗнче çамрăклах пурнăçӗ татăлнă ентешсен ятне, паттăрлăхне халăх асӗнче хăварас шутпа Аксура палăк лартрӗç

Декабрӗн 9-мӗшӗнче çанталăк самай сиввине пăхмасăр Аксу район центрне халăх самай пуçтарăнчӗ. Афган, Чечня вăрçисенче тата Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă паттăр ентешсене асăнса «Героям Отечества» мемориал, стелăсемпе асăну хăмисем уçрӗç.

Чăн малтан Аксу техникумӗн аллейинче Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă тинӗс-çар пехотин аслă матросӗпе Руслан Садыковпа Иван Баженов рядовойăн стелисене уçрӗç. Митинга район ертӳçисемпе хăнасем, техникум студенчӗсем, выпускникӗсем, юнармеецсем, «Служу Отечеству» ветерансен юхăмӗн, тӗн представителӗсем, пуç хунисен тăванӗсем, район çыннисем килнӗччӗ. Шурă çивиттие сирме Руслан Садыковпа Иван Баженовăн ашшӗ-амăшне шанчӗç. Пӗр минут шăп тăрса асăннă хыççăн стелăсен умӗнче Аксу храмӗн иерейӗ Антоний Рыбочкинпа Равиль хазрат Камалетдинов православи тата мăсăльман тӗнӗсен йӗркипе кӗлӗ вуларӗç. 

Кун хыççăн район центрӗнчи сӳнмен çулăм çумӗнче çӗнӗ мемориал комплексӗ уçăлчӗ. Аксу тăрăхӗнче Афган вăрçинче – 7-ӗн, Чечняра – 3-ӗн, Украинăра  6-ăн пуç хунисене халалланă ăна. Виçӗ вăрçă вутӗнче çамрăклах пурнăçӗ татăлнă ентешсен ятне, паттăрлăхне халăхра хăварас шутпа палăк лартас шухăша чи малтан «МОРОЗКО» суту-илӳ компанийӗн директорӗ Владислав Юрьевич Морозов пӗлтернӗ, ӗçе вара Аксури «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳçи В.Ф.Маркин) пуçарнă. Палăртса хăвармалла, мемориала йăлтах спонсорсен пулăшăвӗпе лартнă: Анат Камăра пурăнакан Артем Павлов мрамор плитасене хатӗрлесе салтаксен ячӗсене çырнă, мемориала вырнаçтарнă, Владислав Морозов обелискăн стенипе подиумне хатӗрленӗ, барельефа вара Крымра Михаил Фоменко скульптор шӗвӗ мрамортан шăратса хатӗрленӗ. Çак пархатарлă ӗçрен район çыннисем те хӗрринче юлман, пултарнă таран укçа куçарнă.

Виталий Федорович Маркин мемориала ноябрь уйăхӗнче уçассине пӗлтернӗччӗ, анчах çак паллă пулăма Тăван çӗршыв Паттăрӗсен кунне хăварма йышăнни пӗлтерӗшлӗрех те, мӗншӗн тесен палăк çине çырăннă ятсем пурте пирӗншӗн паттăрсем. Вӗсем Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçласа пуç хунă. 

Митинга уçса район администраци пуçлăхӗ Камиль Камалович Гилманов сăмах илчӗ. Вăл район халăхӗ паянхи кун чăмăртанса Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксене гуманитари пулăшăвӗ панине  пӗлтерчӗ. Мемориал комплексне лартма пулăшнă кашни çынна тав турӗ. «Пирӗн кунпа кăна ӗç вӗçленмест-ха, эпир çара, мобилизаципе кайнисен çемйисене малалла та пулăшăпăр, ку пирӗн тивӗç», – терӗ. ТР спорт министрӗн пӗрремӗш çумӗ Ильдар Зуфарович Садриев мемориала лартакансене ТР Правительствин, Спорт министерствин ятӗнчен тав турӗ. Мемориал плити çинче урăх пӗр çӗнӗ ят та ан çырăнтăрччӗ тесе кашнийӗмӗрӗн чи çутă ӗмӗтне пӗлтерчӗ. РФ Оборона министерствин Тӗп çар округӗн ачасемпе çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийӗ парассипе çар инспекторӗ Анатолий Петрович Молоствов генерал-майорпа Аксу тата Çарăмсан районӗсен çар комиссарӗ Сергей Васильевич Иванов подполковник та пуç хунă ентешӗсем чăн-чăн паттăрсем пулнине, паянхи салтаксем Украинăра паттăррăн кӗрешнине палăртрӗç. Шел те, вăрçă çухатусăр пулмасть, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче те акă Аксу районӗ чи лайăх 6 ывăлне çухатрӗ. Вӗсенчен чи асли – 26, кӗçӗнни 20-ре кăна пулнă-ха. 

 Мемориала уçма кӗске отпуска таврăннă тепӗр ентешӗмӗр, танк батальонӗн командирӗ Александр Владимирович  Рязанов та хутшăнчӗ. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче унăн батальонӗ пӗрремӗш кунранпах неонацистсене хирӗç кӗрешет. Унта мӗн пулса иртнине хăй куçӗпе курнине каларӗ. Хальхи хӗллехи вăхăтра вăрçăра çăмăл маррине, çапах та çӗршывăн, ентешсен тӗревне туйнине, салтаксене ку вăй панине пӗлтерчӗ. Паттăрла пуç хунă ентешсен ячӗсем ӗмӗрех чӗрере упранасса, эпир пурпӗр çӗнтерессе çирӗппӗн каларӗ.

«Служу Отечеству» ветерансен юхăмӗн ертӳçи Виталий Федорович Маркин мемориал комплексне лартма пулăшнă кашни çынна тав турӗ, тӗп спонсорсене «МОРОЗКО» суту-илӳ компанийӗн директорне Владислав Юрьевич Морозова, «Савсан» тулли мар яваплăхлă обществăн директорне Андрей Владимирович Семенова районти ветерансен юхăмӗн тав çырăвӗпе чысларӗ. 

Мемориала уçмашкăн çак виçӗ вăрçă вутӗнче паттăррăн пуç хунă ентешсен ашшӗ-амăшӗсемпе çывăх тăванӗсем те килнӗччӗ. Мемориал çинчи шурă çивиттие сирсе уçнă хыççăн Аксу тăрăхӗн паттăр ывăлӗсене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç, чечексемпе веноксем хучӗç. 

Çав кунах Аксу район центрӗнчи 3-мӗш номерлӗ шкулта  тинӗс-çар пехотин аслă матросӗн, Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ Руслан Садыковăн асăну хăмине уçрӗç. Çакăн пек чыс тунăшăн салтакăн амăшӗ Евгения Юрьевна Садыкова пухăннисене тав турӗ, хăйӗн ывăлӗпе мăнаçланнине пӗлтерчӗ.

Аксу тата Çарăмсан районӗсен çар комиссарӗ Сергей Иванов Иван Баженова Паттăрлăх орденӗпе чысланă хыпар тин кăна çитнине каларӗ. Çав кунах кун пек митинг Кивӗ Мăкшелӗнче те иртрӗ. Унта Ильшат Хамидрахимов аслă лейтенантăн асăну хăмине уçрӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: героизм