Виççӗмӗш тапхăра куçсан та хăш-пӗр чарусем юлӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Виççӗмӗш тапхăра куçсан та хăш-пӗр чарусем юлӗç

Санитарипе дезинфекци тата социаллă дистанци режимӗ çаплипех юлать. Çавăн пекех ватă çынсен самоизрляцийӗ те малаллах тăсăлӗ, нумай çынлă мероприятисен чарăвӗ те.

Тутарстан коронавируса пула кӗртнӗ чарусене пăрахăçлас 3-мӗш тапхăр патне çывхарать. Кун çинчен Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсемпе, паянхи куна республикăра коронавирус лару-тăрăвӗ стабильлӗ, чирлекенсем 0,5 процента кăна ӳссе пыраççӗ. Регионри ведомство Мускава виççӗмӗш тапхăра куçасси пирки заявка ярса панă. Тутарстан 3-мӗш тапхăра куçса халăх валли çăмăллăхсем кӗртсен-те, санитарипе дезинфекци тата социаллă дистанци режимӗ çаплипех юлать. Çавăн пекех ватă çынсен самоизрляцийӗ те малаллах тăсăлӗ, нумай çынлă мероприятисен чарăвӗ те.

Авдонина палăртнă тăрăх, федераллă ведомство виççӗмӗш тапхăра куçма ирӗк парсан та, ыйтура ТР Министрсен Кабинечӗ çеç пăнчă лартать.


Нет комментариев