Владимир Акимов художникăн куравӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Акимов художникăн куравӗ

Паян, октябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртекен чăваш культура кунӗсем шайӗнче искусствăна кăмăллакансем Раççей тава тивӗçлӗ художникӗн Владимир Акимовӑн пултарулӑхӗпе паллашма пултараççӗ, унăн ӗçӗсен куравӗ 16.00 сехетре ӗçлеме пуçлать.

Владимир Акимов – Самара облаçӗнче çуралса ӳснӗ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра Çырчаллинче пурӑнать. Пултаруллӑ ӳнерçӗн картинисенче чӑваш ялӗн сӑн-сӑпачӗ, шӳт, арт-искусство пысӑк вырӑн йышӑнаççӗ.


Дни чувашской культуры художник Владимир Акимов

Нет комментариев