Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ çинчен калакан законри улшăнусем: ОБЖ предмечӗ тепӗр çултан урăх ятлă пулать

Улшăнусем шкул ачисене обществăшăн усăллă ӗçе хутшăнтарассипе, шкул пӗтерекенсене кӗмӗл медаль парассине тавăрнипе тата ОБЖ предмечӗн ятне урăхлатнипе çыхăннă.

«Раççей Федерацийӗнчи вӗрентӳ пирки» закона улшăнусем кӗртни пирки хыпарлать ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайчӗ РФ Çутӗç министерствин материалӗсем çине таянса. Улшăнусем шкул ачисене обществăшăн усăллă ӗçе хутшăнтарассипе, шкул пӗтерекенсене кӗмӗл медаль парассине тавăрнипе тата ОБЖ предмечӗн ятне урăхлатнипе çыхăннă.

Обществăшăн усăллă ӗçе хутшăнтарнă чух вӗренекенсене шкул территорийӗнче йывăç е чечек лартма, пӗр-пӗр мероприяти тӗлне площадка хатӗрлеме, музее е библиотекăна пулăшма хушма пултараççӗ. Вӗренекенсен ашшӗ-амăшӗсем ирӗк панисӗрех çул ӳсӗмне кура пӗр-пӗр ӗçе пурнăçламалла пулать.

2023-2024 вӗренӳ çулӗнче шкулсене II степеньлӗ «Вӗренӳре уйрăм çитӗнӳсем тунăшăн» кӗмӗл медаль таврăнать. Ăна аттестатра икӗ «4»-ран ытла мар паллăллă (ыттисем пӗтӗмпех «5») вӗренекенсем илме пулатараççӗ.

«Раççей Федерацийӗнчи вӗрентӳ пирки» закона кӗртнӗ тепӗр улшăну – ОБЖ предмечӗн ятне улăштарни. Малашне вăл «Хăрушсăрлăх никӗсӗ тата Тăван çӗршыва хӳтӗлесси» ятлă пулать.

Закон çавăн пекех «шкул ачисем валли профориентаци» ăнлава та кӗртет. Профориентаципе ирттерекен занятисем ачасене пулас профессие суйлама пулăшӗç.

Закон, ОБЖ предмечӗн ятне улăштарнипе çыхăннă пунктсăр пуçне,  2023 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет. «Хăрушсăрлăх никӗсӗ тата Тăван çӗршыва хӳтӗлесси» ятпа хальхи ОБЖ предметне шкулсенче 2024 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӗрентме пуçлӗç.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование