Вӗрентекене халалланă палăкăн эскизӗсемшӗн январь вӗçӗччен сасăлама пулать
Педагогсене тав тăвас тӗллевпе Тутарстанра конкурс пуçарнă – Вӗрентекен палăкне тума чи лайăх эскиз хатӗрлессипе.
Вӗрентекен вăл пиртен кашнин чун-чӗринче йӗр хăваракан çын. Пӗлӳ тӗнчипе, çӗннипе паллаштаракан, çитӗнӳсем тума хавхалантаракан çын вăл учитель, эпир хамăра шанма пăрахсан та пире шанаканскер.

Çакна шута илсе, педагогсене тав тăвас тӗллевпе Тутарстанра конкурс пуçарнă – Вӗрентекен палăкне тума чи лайăх эскиз хатӗрлессипе.
Эксперт комиссийӗ виçӗ стильлӗ проекта суйласа та илнӗ ӗнтӗ. Кăмăла каяканнишӗн çак ссылкăпа кӗрсе сасăлама пулать https://forms.yandex.ru/cloud/694cf273d046888fbe3691a0/
Сасăлав январӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Конкурсăн тӗллевӗ – педагог профессийӗн чысне ӳстересси, вӗрентекенсен ӗçӗн пӗлтерӗшне палăртасси. Çак задачăсем «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн «Педагогпа наставниксем» федераллă проекчӗпе килӗшсе тăраççӗ.
Т.Бульбова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев