Вӗсен мирлӗ вăхăтра мирлӗ çынсен хушшинче пурăннине ăнланмалла
Çырчаллине Мариупольтен куçса килнӗ çӗр çынна вакансисен ярмаркисенче ӗçе кайма 100 направлени панă
Автохулари Занаятость центрӗ «Камазжилбыт» хăна çуртӗнче тата «Жемчужина» санаторире вакансисен ярмаркине ирттернӗ. Çырчалли мэрӗ Наиль Магдеев Мариупольтен куçса килнисем кунта хăвăртрах хăнăхччăр тесе мӗн пур мая усă курма сӗннӗ. «Материаллă тӗрев парас, вӗри апатпа тивӗçтерес, граждансене ӗçе вырнаçтарас, ачасене садиксемпе шкулсенсе ярас мӗн пур пулăшу мелӗсем Мариупольтен куçса килнисем пирӗн мирлӗ пурнăçа частарах хăнăхччӗр тесе тăвăнаççӗ. Пирӗн умра пӗр кунра татса пама çук тӗллевсем тăраççӗ. Çынсем мирлӗ вăхăтра, мирлӗ çӗршывра, вӗсене пулăшу аллине тăсакан мирлӗ çынсен хушшинче пурăннине ăнланса илмелле. Пирӗн халăх ырă кăмăллă, çавăнпа та пирӗн йăлтах пулать тесе шутлатăп», - тесе палăртнă Магдеев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев