Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

В.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инноваци университечӗ чăваш апачӗпе паллаштарчӗ

Вӗренӳ çулӗ вӗçленнӗ тӗле В.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инноваци университечӗ Чăваш кухнин фестивальне йӗркелерӗ. Июнӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ мероприятире йӗркелӳçӗсем халăх историне те каласа пачӗç, наци кухнинчи апата хатӗрлеме те вӗрентрӗç, юрри-ташшипе те çывăхрах паллаштарчӗç.

Фестивале тăрăшса кăна мар, юратса хатӗрленни куçкӗрет. Асия Витальевна Тимирясова ертсе пыракан коллективра чăвашсем чылай, çав шутра – студентсен хушшинче те. Çакă, паллах, пуçланă ӗçе ăнăçлăн илсе пыма пулăшнă. Картишӗнчех чăваш тӗррипе илемлетнӗ алшăллисемпе кӗпе-саппунсен куравне йӗркеленӗ. Тум-юма мăн асаннесен арчинчен кăларни курăнать, çакă экспозицие тата тимлӗнрех, кăсăклăрах тишкерме чӗнет.

Фестиваль вашаватлăх тата дизайн факультетӗнче иртрӗ. Мероприятие Шупашкартан И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ профессорӗ, педагогика наукисен докторӗ Людмила Васильевна Кузнецова хутшăнчӗ. «Аслă шкул наци культурисене пропагандăлани тӗлӗнмелле сайра», – пӗр савăнчӗ, пӗр тӗлӗнчӗ Людмила Васильевна. Чӗлхене пӗлес тесе словарьпе сăмахсем вӗренни сахал, пӗлтерӗшне пӗлмелле. Тӗслӗхрен, юман, вырăсла дуб. Чăвашсем çак йывăçа ӗлӗкрен юратнă. Юман ятлă ача йывăç пекех вăйлă, çирӗп, вăрăм ӗмӗрлӗ пуласса шаннă. Вырăссем вара пачах урăхла: çын ăсӗпе катăкраххине палăртса юманпа танлаштарнă – «стоит как дубина».

 Л.Кузнецова хăйӗн докладӗнче чăваш халăхӗн историйӗ, тумӗсем, тӗррисем çинчен те каласа пачӗ. Фестивале хутшăнакансем кăсăкланса итлерӗç хисеплӗ профессора. Людмила Васильевнăн аспиранчӗ Роман Андреевич Матвеев чăвашсен уявӗсемпе паллаштарчӗ. Уявсенче ирттерекен йăласем те кăсăк. Тӗслӗхрен, Мăнкунра хăнана килекен ачасенчен пӳрте малтан хӗрачасем кӗрсен выльăх картишӗнче ӗне, сурăх пуçӗ йышланать иккен, арçын ачасем кӗрсен – така, вăкăр хушăнать. Çавăнпа пӳрте кӗнӗ чух арçын ачасем хӗрачасене маларах ирттернӗ.

Тутарстанри, Хусанти чăвашсем те çакăн пек мероприятирен айккинче юлмарӗç. Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнчи вырсарни шкулӗн вӗрентекенӗ, ТР ЧНКА пайташӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Сильвия Николаевна Чаркина хăйӗн сăмахӗнче республикăри ЧНКА ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова пухăннисене кăçал 30 çул тултаракан илемлӗ, пуян содержаниллӗ, Тутарстанри чăвашсемшӗн пуриншӗн те тăван «Сувар» çинчен каласа пачӗ, хаçатăн çӗнӗ номерӗсене, «Шурăмпуç» журнала, чăваш писателӗн А.С.Савельев-САСăн кӗнекисене университета парнелерӗ. Республикăри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева университетра вӗренекен чăваш çамрăкӗсене «Аталан» ретне тăма чӗнчӗ.

Мероприяти кун йӗркипе конференц-залран вашаватлăх студенчӗсем практика иртекен пӳлӗме куçрӗ. Элина Юрьевна Малеева педагог пăхса, каласа тăнипе ăшне тăпăрч хурса хуран кукли тума вӗрентрӗç. Хатӗр çимӗçе хăнасене тутантарса пăхрӗç. Кăмакара пӗçернӗ чăкăта çисе пăхса хаклама пулчӗ.

Фестивалӗн чи савăк, чи хӗрӳ пайӗ картишӗнче иртрӗ. Вашаватлăх тата дизайн факультечӗн деканӗ Елена Лаврентьевна Матвеева асаннесем, кукамайсем тӗрленӗ, аркисене чӗнтӗрлесе илемлетнӗ чăваш кӗписене, алшăллисене кăтартрӗ, интересленмелле каласа пачӗ. Тӗрӗсен уйрăмлăхӗсене танлаштарчӗ.

Виталий Тимирясовăн ентешӗсем çак кун ятарласа чăваш кухнин фестивальне килнӗ. Марина Царегородцева ертсе пыракан «Кӗмӗл çăл» ансамбль, «Тăван кил» чăваш халăх фольклор коллективӗн солисчӗсем Вера Уканеевăпа Зоя Захарова, Эдуард Ильин купăсçă Чăваш кухнин фестивалӗн площадкинче пулчӗç. Уяв концертне ăста ертсе пыракан Тимур Крайнов тӗлӗнмелле хитре саслă юрăç та иккен. М.Магомаев репертуарӗнчи паллă юрра калама çук хитре юрласа пачӗ. Хусанти чи çамрăк чăваш артисчӗсем София тата Стефания Чаркинасем, Юлия Еремеевăпа Алсу Магданова тата Шупашкартан килнӗ çамрăк юрăçсем те хутшăнчӗç концерта.

 Çанталăкӗ сулхăнрахчӗ, çилӗ сивӗрехчӗ, анчах çакна никам та асăрхамарӗ. Куракансем юрă çеммипе ташларӗç, артистсемпе пӗрле юрларӗç.

Концерт уяв юррипе карталанса утнипе вӗçленчӗ. Аксусем Асия Витальевна Тимирясовăна ашшӗн тăван çӗрӗпе çирӗп çыхăну тытнăшăн, кулленхи пурнăçра пулăшса тăнăшăн тав туса тӗрӗллӗ алшăлли парнелерӗç. Университетăн педагогӗсене Лилия Борисовна Тимирясовăна тата Елена Лаврентьевна Матвеевăна та алшăлли парса чысларӗ Аксу делегацийӗ. Пӗтӗмлетӳ сăмахне Асия Витальевна каларӗ. Çумăр айне пуласран хăрамасăр инçе çула тухнăшăн тав турӗ аксусене. Университет никӗсленӗ Виталий Гайнуллович Тимирясов яланах тăван çӗрне, шкулне асра тытнине, унта пулса иртнипе интересленнине пӗлтерчӗ. Çыннăн хăй çуралса ӳснӗ вырăна яланах асра тытмалли çинчен каларӗ Асия Витальевна. Çакăн пек пысăк мероприятие хутшăннисене вăл Тав хучӗсемпе наградăларӗ. ( Автор сăнӳкерӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество