Вӑй пур-тӑк, ӑс кирлӗ мар
ТР ШӖМӗ граждансене банк карттин реквизичӗсене никама та, уйрăмах палламан çынсене, пӗлтермелле маррине аса илтерет
Криминал
АН НĂЙĂЛТАТ
Февралӗн 6-мӗшӗнче Елабуга хулинчи пӗр хваттерте 48-ти кил хуçи арăмӗн виллине тупнă. Экспертиза кăтартнă тăрăх, ăна пăвса вӗлернӗ. Следствин версийӗпе, çав кун 37-ри арçын хăйӗн пӗрле пурăнакан хӗрарăмӗпе пӗрле ун патне хăнана килнӗ. Пӗрле хăналаннă хыççăн кил хуçине япăх пулса кайнă. Паллах, пулăшас текен тупăнман. Нăйкăшнă сасă арçынна çывăрма кансӗрленипе хуçана пăвса пăрахнă та, хăй вара каллех çывăрнă. Виллине ирхине юлташ хӗрарăмӗ асăрханă. Паллă ӗнтӗ, çав вăхăтра хваттерте арçыннăн йӗрӗ те юлман...
инкек
ВАСКАМАСĂР ХЫПАЛАН!
Февралӗн 16-мӗшӗнче Хусанти «Дербышки – Компрессорный» станцисен хушшинчи чукун çул çинче 16-ри арçын ачана электричка çапса хăварнă. Юлташӗн çуралнă кунӗнчен таврăнаканскер, 22 сехетчен килне çитес тесе çула кӗскетме шутланă иккен вăл. Машинист пӗлтернӗ тăрăх, прожектор çутинче çын кӗлеткине курсан сигнал та панă, хăвăртлăха та чакарнă, анчах ачан сывă юлма шанăçӗ пулман.
ÇĂМĂЛ УКÇА ПУЛМАСТЬ
Азнакай районӗнчи 57-ри арçын килтен тухмасăрах пуйма шутланă ахăр. Интернетри пӗр сайтра брокер суту-илӗвне хутшăнма йыхравланине курнă та хутшăнма шутланă. Брокерпа çыхăнсан лешсем ун ячӗпе шут уçнă. Каярах аукциона хутшăнмашкăн тесе укçа хума хушнă. Çапла майпа арçын 920 пин тенкине тăкакланă, тупăшӗ вара пӗр пус та хушăнман. Суту-илӳ «йӗркелӳçисем» нимӗн те ăнлантарманнине курсан хăйне улталанине сиснӗ вăл. ТР ШӖМӗ граждансене банк карттин реквизичӗсене никама та, уйрăмах палламан çынсене, пӗлтермелле маррине аса илтерет.
ВĂЙ ПУР-ТĂК, ĂС КИРЛӖ МАР
Нумай пулмасть Тутарстан следователӗсем Çырчаллинчи 33-ри хӗрарăмпа 25-ри арçын енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Мăшăр 2004, 2007, 2012 тата 2019 çулта çуралнă ачисене пӗр сăлтавсăрах хӗнесе пурăннă иккен. Сăмах май, аслă ачисем хӗрарăмăн пӗрремӗш упăшкинчен, кӗçӗнни кăна иккӗшӗн пулнă. Вӗсен хăтланăвӗ çинчен йӗрке хуралçисене кӳршисем пӗлтернӗ. Хальхи вăхăтра кӗçӗннине çемьерен илнӗ, аслисене тăван ашшӗне панă. Пулни-иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри
управленийӗн тата ТР ШӖМӗн материалӗсем тăрăх
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев