Вырӑс чӗлхи Раҫҫейри мӗн пур халӑха пӗрлештерет
Тутарстан влаҫӗсем тӑван еткерлӗхӗ патне туртӑнакан яш-кӗрӗме тӗрев парӗҫ
Ҫакӑн ҫинчен ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ Вырӑс чӗлхин кунне халалланӑ уяв концертӗнче каланӑ.
Республика ертӳҫи пухӑннисене Вырӑс чӗлхи кунӗпе тата вырӑс литературин классикӗн Александр Пушкинӑн ҫуралнӑ кунӗпе саламланӑ.
Рустам Минниханов палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхин пуянлӑхӗ ҫак халӑх культурин нумай енлӗхне кӑтартма кӑна мар, Раҫҫей халӑхӗсен ӑс-хакӑл еткерлӗхӗн тарӑнлӑхне уҫиа май парать.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен ятӗнчен ҫак уявра Артем Носковпа Елена Павлова сӑмах каланӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев