WhatsApp тата Telegram ӗçӗ майпенленни çынсене улталанă тӗслӗхсене чакарнă
Роскомнадзор WhatsApp тата Telegram мессенджерсем урлă аудио тата видеошăнкăравсем тума чарнăранпа çынсене интернет урлă сахалрах улталанă.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра интернет урлă çынсене улталанă 1413 тӗслӗхе шута илнӗ, пӗтӗмӗшле тăкак – 400 миллион тенкӗ. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сахалрах ку. Кун çинчен паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР Прокуратурин уйрăм прокурорӗ Алмаз Фаттахов пӗлтерчӗ.
Интернет урлă çаратмалли пӗр мел хупăнсанах, теприне шыраççӗ ултавçăсем. Сим-бокссемпе (темиçе сим-карттăна пӗрлештерекен хатӗр), GSM-шлюзпа (сасăллă хыпарсене мобильлӗ сетьсем урлă ямалли хатӗр) усă курасси йышланнă. Прокурор кун пек хăтланни пӗр ахаль иртмессине тепӗр хут аса илтерчӗ. Хăйсен СИМ-карттисене укçалла сутакансене 2025 çултан РФ Уголовнăй кодексӗн 107-мӗш статйипе уголовнăй явап тыттараççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра çакнашкал 3 çын енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Вӗсем пурте студентсем иккен. Çăмăл майпа укçа ӗçлесе илес тенӗ.
Çӗнӗ мелсем тенӗрен, спикер сăмахӗпе, çӗнех мар-ха вӗсем. Яланхи пекех çынсене ФСБ, Центробанк ятӗнчен шăнкăравласа сехрине хăпартаççӗ. Шут çинчи укçана такамсем çаратасшăн пулнипе хăратса хăрушсăр шут çине куçарма хушаççӗ. Нумай пулмасть Хусанта пӗр арçынна пӗри ФСБ сотрудникӗн ятӗнчен шăнкăравласа Центробанкра ларнă ултавçă-сотрудник пуррине пӗлнине, шут çинчи укçине вăрласшăн пулнине пӗлтернӗ. Преступника тытма пулăшма ыйтнă. Кун валли унăн мӗнпур укçине банкран илсе вӗсен çыннинчен парса ямалла иккен. Сехри хăпнă арçын информацие тӗрӗслес вырăнне пӗр пӗлмен çынпа тӗл пулса ăна 29 миллион тенкине тыттарса янă. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать. Алмаз Фаттахов патшалăх органӗсем нихăçан та граждансене телефонпа шăнкăравласа СМСпа килекен кода калама, укçа пама тата кредит илме ыйтманнине аса илтерсе граждансене хăсене тимлӗ пулма тата аслă çулти тăванӗсене асăрхаттарсах тăма ыйтрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев