Халăх календарӗ
Çу уйăхӗн 29-мӗшӗ – Фёдор, Федосья. Пилеш кая юлса чечеке ларсан кӗркунне вăраха каять тата çумăрлă пулать. Кăкшăм курăкӗ чечеке ларнă-тăк, урăх тăм ӳкмест.
◊ Çу уйăхӗн 30-мӗшӗ – Евдокия. Ӳсекен уйăх чух çумăр çусан – çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак кун сивӗ пулсан çулла пăр çăвать.
◊ Çу уйăхӗн 31-мӗшӗ – Федот. Енчен те куккук чарăнмасăр вăрахчен авăтать-тӗк – тăм ӳкесрен текех хăрамалла мар. Юман çинчен сăлтавсăр симӗс çулçăсем ӳкни – ырра мар.
◊ Çӗртме уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Çӗртме уйăхӗн малтанхи кунӗсем çумăрлă-тăк – çулла шăрăх та типӗ пулать. Енчен те çак кун сивӗ пулсан – тата 40 кун ăшă пулмасть.
◊ Çӗртме уйăхӗн 2-мӗшӗ – Тимофей. Çак кун çумăр çусан раштав уйăхӗнче юр нумай çăвать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 3-мӗшӗ – Олена, Константин. Аслати авăтса çумăр çăвать-тӗк – кӗркунне те вăйлă çил вӗрсе çумăрсем пулаççӗ. Ку кун пăр çусан – декабрӗн 3-мӗшӗнче юр çăвать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 4-мӗшӗ – Василиск, шăпчăк кунӗ. Çак кун ирпе вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – тухăçлă çул пулать. Час-час тӗтреллӗ – кăмпа ăнса пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев