Халăх календарӗ
Утă уйăхӗн 21-мӗшӗ – Прокопий, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн праçникӗ. Çак кунран вырмана тухнă. Çанталăк мӗнле, Илле кунӗ те (çурлан 2-мӗшӗ) çапла пулать.
• Утă уйăхӗн 22-мӗшӗ – Кирилл тата Панкратий. Хура çырла (черника) нумай-тăк – хӗл сивӗ пулать. Шапасем хуллен кваклатаççӗ-тӗк – çумăра, хыттăн – хӗвеллӗ çанталăка.
• Утă уйăхӗн 23-мӗшӗ – Антоний. Шапасем çыран хӗррипе сиккелесе çӳреççӗ-тӗк – уяр çанталăка. Çак кун çырма-кӳлӗре шыва кӗме хушмаççӗ. Шăнасем хытăрах çыртаççӗ – çанталăк пăсăласса.
• Утă уйăхӗн 24-мӗшӗ – Ольга, Ефимья. Аслати авăтсан пулă лайăх лекет. Эрешмен хăйӗн карти варринчех ларать-тӗк – çумăра.
• Утă уйăхӗн 25-мӗшӗ – Прокл. Çарансем çине вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – телейлӗ çул пулать. Сывлăм çук – апла-тăк кӗçех çанталăк пăсăлать. Вӗлле хурчӗсем хытă сӗрлени – çу вӗçӗнче шăрăх пуласса.
• Утă уйăхӗн 26-мӗшӗ – Гавриил. Ăшă та хӗвеллӗ çанталăк тăрсан кӗркунне вăрăма тăсăлать, час сивӗтмест. Çумăр çусан – хӗл сивӗ те нумай юрлă пулать. Хура кураксем пысăк ушкăна пуçтарăнаççӗ – эппин кӗркунне çитесси инçе мар. Çак кун çуралнă çын нихăçан та чухăн пулмасть тет.
• Утă уйăхӗн 27-мӗшӗ – Стефан. Çанталăк майӗпен кӗр еннелле сулăнать, час-час улшăнса тăракан пулать. Кун çумăрлă-тăк – эрнипех çăвать. Енчен те эрешмен çурçӗр енче карта карать-тӗк – çулла вӗçӗ сивӗ пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев