Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Паян çил çурçӗртен вӗрсен ака уйăхӗччен сивӗ пулать.

• Кăрлач уйăхӗн 29-мӗшӗ — Петр. Çил çурçӗртен вӗрсен ака уйăхӗччен сивӗ пулать. Çак кун тăман тухсан çулла çумăрлă пулать, вăйлă сивӗ-тӗк — çулла шăрăх. 

• Кăрлач уйăхӗн 30-мӗшӗ — Антон. Шултра юр çусан — çуркунне кая юлса килет. Çанталăк пӗр кунлăха ăшăтса илсен — хаяр сивӗсем тата пулаççӗ-ха. 

• Кăрлач уйăхӗн 31-мӗшӗ — Афанасий. Кунӗпе çил-тăман вӗçтерет — çуркунне вăраха тăсăлать, сивӗ пулать. Тӳпе çăлтăрлă — сивӗсем пуш уйăхӗчченех пулаççӗ. 

• Нарăс уйăхӗн 1-мӗшӗ — Макарий. Çак кун çанталăк мӗнле — нарăс уйăхӗ тăршшӗпех çапла пулать. Хӗвеллӗ те ăшă — çуллан пӗрремӗш çурри йӗпе пулать. Çурт-хуралтă тăррисенчен тумла тумлать — çуркунне ир килет, ăшă пулать. 

• Нарăс уйăхӗн 2-мӗшӗ — Ефим. Енчен те çак кун çил-тăман алхасать, сивӗ — Çăварнире сивӗ пулать. Çак кун çиллӗ-тӗк — çулталăк тăршшӗпе йӗпе-сапа кӗт. 

• Нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗ — Максим. Ку кун уяр пулсан çуркунне те уяр пулать. Сивӗ те типӗ — çурла уйăхӗ шăрăх та типӗ пулать. 

• Нарăс уйăхӗн 4-мӗшӗ — Тимофей. Çак кун тӗлне юр мӗн чухлӗ нумайрах, çулла тухăç çавăн чухлӗ нумайрах пулать. Тăман тухсан эрнипе çил-тăманлă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы