Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Çӗртме уйăхӗн 24-мӗшӗ — Варнава, Варфоломей. Çак кун нимле курăк та татмалла мар. Каçсерен ăшă тăрсан улма-çырла йывăççисем тухăç нумай параççӗ. Çăлтăрсем симӗссӗн йăлтăртатса çунаççӗ пулсан — уяр çанталăка.

Çӗртме уйăхӗн 25-мӗшӗ — Петр. Çак кун уяр-тăк — утăçире лайăх çанталăк пулать, çумăр çусан вара — утă çулнă чух та йӗпе-сапа кӗт. Вăйлă сывлăм ӳкни — тухăç ăнса пуласса.

Çӗртме уйăхӗн 26-мӗшӗ — Акулина. Хурт-кăпшанкă нумай пулсан ăшă та уяр çанталăк пулать. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Ӳпресем çаврăна-çаврăна вӗçеççӗ-тӗк — уяр çанталăка.

Çӗртме уйăхӗн 27-мӗшӗ — Елисей. Çак кун çумăр çусан 7 эрне çăвать тет. Пулăсем шывра вылясан — каçпа аслати авăтасса. Вăрăмтуна нумай — çырла ăнса пулать, ӳпре йышлă — кăмпа нумай пулать. 

Çӗртме уйăхӗн 28-мӗшӗ — Фит. Çак кун вăрăмтуна нумай-тăк — кӗçех çанталăк пăсăлать. Шăрчăксем яланхинчен хыттăнрах чӗриклетеççӗ — çумăра. 

Çӗртме уйăхӗн 29-мӗшӗ — Тихон. Çак кунран çутçанталăкра шăпрах. Юрлакан кайăксем те, шăпчăксăр пуçне, шăпланаççӗ. Хӗвел те майӗпенленет. 

Çӗртме уйăхӗн 30-мӗшӗ — Мануил тата Савелий. Каçпа асамат кӗперӗ курсан — лайăх çанталăка. Ăмансем çӗр çине тухрӗç-тӗк — çумăра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы