Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

•Авăн уйăхӗн 9-мӗшӗ — Пименпа Анфиса. Пилеш кунӗ. Чăвашсем ку йывăçа ӗлӗк çурт çывăхне лартма тăрăшнă, аçа çапасран сыхлать тенӗ. Юман çулçи саралма тытăнчӗ-тӗк, йӗкелне пуçтармалла.

• Авăн уйăхӗн 10-мӗшӗ — Моисей Мурин, Анна тата Савва. Тырçи вӗçленет, юлашки утă-улăма капана хурса купаламалла. Çак кун ашшӗ-амăшӗ Моисей Мурин çветтуя кӗлтуни ачине эрех ӗçме, пирус туртма пăрахма пулăшать тенӗ.

• Авăнăн 11-мӗшӗ — Иван Постный, Иоанн Предтечăн пуçне каснă кун. Карчăк ăшши пуçланать. Çанталăк сулхăнланать. Типӗ кун, çаврака пахча çимӗç те çимен. Купăста касма, алла çӗçӗ-çава тытма юраман. Вӗçен кайăксем ăшă енне вӗçме тытăнаççӗ. 

• Авăн уйăхӗн 12-мӗшӗ — Александр Сытник. Çарăк кăлармалли кун. Чӗрӗпсене сăнамалла: хӗл каçмалли йăви хирте-тӗк хӗл ăшă, чăтлăхра— сивӗ пуласса кӗтмелле. 

• Авăн уйăхӗн 13-мӗшӗ — Киприян (Куприян). Тăрнасем пуçтарăнса ăшă еннелле мӗнле çулпа каймаллине сӳтсе яваççӗ тенӗ. Шур çырли пухма тытăнмалла.

• Авăн уйăхӗн 14-мӗшӗ — Симеон Столпник. Хуть мӗнле ӗçе пуçăнсан та ăнать. Çак кунран çӗнӗ пӳрт, хӗр килӗшес ӗçкӗсем пуçланнă.

• Авăн уйăхӗн 15-мӗшӗ — Мамонтий, Федотпа Руфина. Çак кун ӗлӗк выльăха картара тытнă, кӗтӗве яман. Юлашки çӗрулмие кăлармалла. Кӗрхи ыхра лартмалла.
Паллă поэт, куçаруçă, публицист Стихван Шавли çуралнăранпа 100 çул.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы