Халăхсем хушшинчи «Парксен маршӗ-2023» акци Тутарстанра иртет
Кăçал вăл «Çутçанталăк экосистемине чӗртсе тăратни – Çӗре чечеклентерни!» девизпа иртӗ
Мероприяти пынă хушăра ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗ «Мир заповедной природы» ачасен пултарулăх конкурсне йӗркелет тата «Мы чистим мир» экологи десанчӗсене.
Ӳкерчӗксен конкурсӗнче 1-11 классенче вӗренекен шкул ачисем хутшăнма пултараççӗ. Ӗçсене виçӗ çул категорийӗнче хаклӗç: 1-4 клас, 5-7 клас, 9-11 клас.
Ӗç яланхисенчен уйрăлса тăмалла, унăн ячӗ пулмалла тата кам ӳкернине çырмалла. Ӳкерчӗк палăртнă тематикăпа килӗшсе тăмалла, унăн калăпăшӗ 30х40 сантиметртан (А3) ытларах пулмалла мар.
Экологи десанчӗсен конкурсӗнче хутшăнакансен уйрăмах хӳтӗленекен çутçанталăк территорийӗсене, парксемпе аллейăсене, юхан шывсен çыранӗсене тата ытти çутçанталăк территорийӗсене тасатни çинчен, шăнкăрч йăвисем туни çинчен отчетсем çырмалла, фотосем ӳкермелле.
Ӗçсене апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа майăн 19-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Тӗплӗнрех информацие 8(843)211-68-62 телефонпа илме пулать.
ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев