Хатӗррине туянатăн-и, хăв аллупа ăсталасшăн-и – тархасшăн
«Культурный код» фестиаль тăваттăмӗш хут иртет Хусанта
Сентябрӗн 4 – 7-мӗшсенче Камал театрӗ (Тутарстан урамӗ, 1-мӗш çурт) умӗнчи тӳремре фестиваль пӗрремӗш хут иртнӗ чухнехи пекех сутуçăсен шатерӗсене лартса тухнă. Кунта Раççей регонӗсенчен халăх ăстисем, профессиллӗ ӳнерçӗсем пуçтарăннă. Уйрăмах Оренбург тăрăхӗнчен йышлăн килнине палăртмалла. Свердловск облаçӗнчен те тӗрлӗ материалпа ӗçлекенсем хăйсен продукцине кӳрсе килнӗ. Тӗлӗнмелли те тупăнчӗ. Мӗншӗн-тӗр Саха-Якутран килме пултарнă ăстасем, Тутарстанпа кӳршӗллӗ пурăнакан Мари Эл Республикинчен, Ульяновск облаçӗнчен пулмарӗ никам та. Пушкăртстанран, Чăваш Республикинчен пӗрерӗн килнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикăн илемлӗ кӗписене, чăваш тӗррипе эрешленӗ сумкисене курма кăмăллă пулчӗ.
Йӗркелӳçӗсем мастер классем те ирттереççӗ. Ку çеç мар, каласа та параççӗ. Алиса ăста тăмран свăт-сапа йăваласа тума вӗрентнӗ хушăрах тăм çинчен те, унпа мӗнлерех ӗçлемеллине кăсăклăн каласа пама ӗлкӗрет.
Оренбург сутуçи поршнисем илсе килнӗ. Çук-çук, автомобиль поршенӗсем пирки пымасть сăмах, çăпатана аса илтерекен ура тăхăнмалли. Хăйӗн таварне питӗ килӗштерет урăнать. Кӗске вăхăтрах историне те, унăн пахалăхӗ çинчен те каласа пама ӗлкӗрчӗ.
Славянсем VI ӗмӗртенех тăхăннă иккен ăна. Çемçе, çирӗп тиртен тунă тапăчки тесен тапăчки мар, çăпата тесен çăпата мар пушмака питӗ ăсласа тунă. Пӗр татăк тиртен пӗр пушмак çӗленӗ, çăпатанни пек кантрисем те хăйне уйрăм мар, ура лаппи пысăкăшне кура вӗсене пуçтарарах çыхма пулать, пысăк ура лаппиллӗ çын валли вăйсăрлатма пулать. Хӗлле калуш пек кăçатă çине те тăхăнтартма юрать имӗш. Хăйне евӗр пушмака туяннине курмарăмăр, тен, 7,5 пин тăракан çăпата-сандали хаклăрах пек туйăнать çынсене?
Шăматкун «Пурнăç стилӗ – культура кочӗ» Fashion-курав çӗнӗ Камал театрӗнче иртет. «Культура кочӗ» фестивалӗнче тумсен куравӗ яланах интереслӗ, çӗрыври этностильпе ӗçлекен нумай-нумай дизайнер хăйӗн ӗçӗсене кăтартать-çке унта. Кашнин пӗр уйрăм хитре спектакль пек тыткăнлать куракансене.
Фестиваль вырсарникун Г.Камал театрӗн çӗнӗ çуртӗнче пӗтӗмлетӳ-сессипе вӗçленет, Унта иртнӗ кунсенче пулнă ӗçсене пăхса тухӗç, ăнçлă тунă ӗçсене палăртӗç, çитменлӗхсене асăрхӗç (шел те, кун пек пысăк мероприятисем вӗсемсӗрех иртмеççӗ).
Автор сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев