Хусан – аэропорт электричкăн хакӗ ӳсет
Хусан чугун çул вокзалӗнчен аэропорта çити электричкăпа çӳремелли çул укçин хакӗ январӗн 1-мӗшӗнчен икӗ хут ӳссе 150 тенке çитессине «Содружество» АО пассажир компанийӗн генеральнăй директорӗ» Азат Ахметшин паян пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, хальхи вăхăтра ку маршрут çине 76 тенкӗ.
Январӗн 1-мӗшӗнчен пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонăна электричкăпа çитмелли çул укçине те 4,5 процента ӳстерсе обществăлла транспорт хакӗпе – 46 тенкӗпе – танлаштараççӗ, халӗ вăл – 44 тенкӗ.
Çапла вара аэропортпа чугун çул вокзалӗ хушшинчи Вахитово, Березовая Роща, Комбинат, Южный парк, Юбилейная, Столбище станцисене çитмелли хак январӗн 1-мӗшӗнчен 46 тенкӗ пулать, тесе пӗлтерет РБК Татарстан.
Хусанпа аэропорт хушшинче паянхи кун куллен 20 поезд çӳрет. 2026 çулта тата Хусан – Албаба транзитлă икӗ поезд хушăнмалла, вӗсем те аэропортах çитӗç. Хусан – аэропорт электричкăсем куллен ирхине 6:29 схетерен пуçласа 22:35 минутчен çӳреççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев