Хусан çӗнӗ регионсене 18 тонна мандарин ăсатнă
Гуманитари тиевӗ валли продукцие хулари предпринимательсем хатӗрленӗ
Çӗнӗ çул умӗн Хусан шефа илнӗ Рубежноепе Лисичанска гуманитари тиевӗн черетлӗ пысăк партине ăсатнă. Пуринчен ытла – 18,1 тонна – мандаринсем машинăра, ытти парнесем те пур. «Добрая Казань» фонд витӗмӗпе пуçтарнă вӗсене.
«Çӗнӗ çул умӗн тăваттăмӗш çул шефа илнӗ хуласенче пурăнакансене савăнăç парнелеме тăрăшатпăр. Паян 18 тонна мандарин ăсататпăр, пӗтӗмпе, пӗрремӗш гуманитари пулăшăвӗн машининчен пуçласа паянчче, Рубежноепе Лисичанска тӗрлӗ япаласем тиенӗ 86 фура ăсатнă. Хулари 400 яхăн предприятипе организаци пирӗн рете тăчӗç. Чи йывăр вăхăтра та эпир пӗрле ырă ӗç тăватпăр», – палăртнă хула мэрӗ Ильсур Метшин машинăна ăсатнă çӗрте, водительсене вăл çăмăл çул суннă.
Рубежноепе Лисичанска пулăшма япаласем пухасси 2022 çулхи октябрӗн 31-мӗшӗнчен пырать. Çак вăхăтра хула çыннисем, предприятисем хăйсен ирӗкӗпе 1626 тонна тиев пухнă.
Сăнӳкерчӗксем kzn.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев