Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАН МАРАФОНӖ – ЭКСКУРСИ МАРАФОНӖ

Майăн 27-28-мӗшӗсенче Хусанта ăмăрту иртет

Кăçалхипе тăххăрмӗш хут иртет Хусан марафонӗ. «Ак Барс Банк Хусан марафонне» хутшăнас текенсен йышӗ çулсерен ӳссе пырать темелле, пандеми вăхăтӗнче кăна чакса илнӗ. Кăçал 16 çӗршыв, Раççейӗн 80 яхăн регионӗ, 445 хула хутшăнать унта. Паллах, Тутарстанри, Хусанти чупакансем те хутшăнмасăр юлмаççӗ. Пресс-конференци тӗлне пӗтӗмпе 12 пин çын регистраци иртме ӗлкӗрнӗ.  

 

Кун çинчен тата йӗркелӳпе çыхăннă ытти вăрттăнлăхсене уçса  тӗплӗнрех ытларикун иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. ТР спорт министрӗн çумӗ Ильдар Зуфарович Садриев, ТР Çăмăл атлетика федерацийӗн президенчӗ Хафиз Миргазямович Салихов тата Хусан марафонне пуçарса пурнăçа кӗртнӗ çын, халӗ марафон директорӗ пулса йӗркелӳçӗ ӗçне яваплăн туса пыракан Вадим Ильфатович Янгиров хутшăнчӗç унта. 

Чупакансем тӗрлӗ дистанцисене регистраци иртнӗ: 42,2 километр, 21,1 километр, 10 километр, 3 километр, TIMERKIDS (2 километр) тата TIMERBABY (15 метр). Чи кӗске дистанци чи пӗчӗккисен – 4–36 уйăхсенчи ачасем валли йӗркелеççӗ. Вăл Ташаяк урамӗнчи Тӗп стадион­ра пулӗ. 

Чупу Тӗп стадионран пуçланса хулан историллӗ вырăнӗсемпе иртет. Кăçал çул Тутар Слободине те кӗрӗ. Çакна Вадим Янгиров Хусанăн паллă вырăнӗсемпе маршрут хăйне май экскурси пек иртнипе ăнлантарать. Çак идейăна пулах Хусан марафонне хула тулашне куçармаççӗ (чăннипе кашни çулах хула центрӗнче самай вăхăта транспорт çӳреме чарни çынсене килӗшменни паллă).

Чупура спорт разрячӗсене парассине, унта тунă рекордсене шута илессине пăхса тухса йышăннă. Çавăнпа спорт­сменсем кăмăлшăн кăна мар, çитӗнӳсемшӗн те старта тухма хавхаланмалла. 

2017 çултанпа Хусан марафонне укçа-тенкӗ тăкакӗсене «Ак Барс Банк» ПАО саплаштарать. Тата тепӗр пысăк партнер – «Сибур» ПАО. Хусан марафонӗн тӗллевӗсем темиçе те: çынсене спорта юратма хăнăхтарасси, Хусанăн сумне ӳстересси тата экологи çине тимлӗх уйăрмаллине аса илтересси. Тӗслӗхрен, марафонра стакансемпе усă курмаççӗ. Ӗçмесене пластик бутылкăсенчен çеç илме пулать. Пушаннă савăтсене пухса «Сибура» иккӗмӗш хут усă курма ăсатаççӗ. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 38 пин бутылкăран 35 пинӗшне «иккӗмӗш пурнăç» пама май килнӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев