Хусан-Оренбург çулпа каякансене пӗлсе тăма!
Хусантан Оренбург çулӗ çине тухакан автомобилистсене августăн 9-11-мӗшӗсенче кăшт кансӗртерех пулассине пӗлтерет «Волго-Вятскуправтодор» ФКУ. Пробкăра ларас мар тесен маршрута маларах суйлама е çул çине иртерех тухма сӗнет.
Çав кунсенче Хусан чиккинчен пуçласа Усады развязки таран (10+910 çухрăмран тытăнса 13+700 çухăрма çитиччен) хăвăртлăха чакарма тивет. Çула тӗпрен юсанă май асфальт сарнине пула çулăн пӗр пайне вăхăтлăха тăвăрлатнипе çыхăннă ку. «Волго-Вятскуправтодор» ФКУ представителӗсем çакăн пек кансӗрлӗхе тӳсме тивнишӗн каçару ыйтнă май автомобилистсене вăхăтлăх çул знакӗсемпе паллисене пăхăнмаллине асăрхаттарать. Чарăва пула трасса çинче пробкăра ларас мар тесен маршрута маларах суйласа иртерех çула тухма сӗнет. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев