Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан хулинче Раççейпе ют çӗршывсен юрисчӗсем форума пуçтарăнчӗç

Хусанта каллех тепӗр пысăк мероприяти пырать: сентябрӗн 28-29-мӗшӗсенче Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра Халăхсен хушшинчи юридици форумӗ пулать. Унта Раççей, Инди, Китай, Бразили, Беларуси, Казахстан, Узбекистан тата ытти çӗршывсен представителӗсем хутшăнаççӗ.

Хусанта каллех тепӗр пысăк мероприяти пырать: сентябрӗн 28-29-мӗшӗсенче Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра Халăхсен хушшинчи юридици форумӗ пулать. Унта Раççей, Инди, Китай, Бразили, Беларуси, Казахстан, Узбекистан тата ытти çӗршывсен представителӗсем хутшăнаççӗ.

Мероприятие йӗркелекенсем: Тутарстан Республики, Хусан мэрийӗ, ХФУ, Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗ, ХФУри юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнисен ассоциацийӗ.

Форумăн пленарлă ларăвӗ дискусси панелӗн формачӗпе тинтерех пуçланчӗ. Унта РФ юстици министрӗ Константин Чуйченко, РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин патшалăх строительствипе закон кăларассипе комитет председателӗ Павел Крашенинников, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, ХФУ ректорӗ Ленар Сафин тата ыттисем хутшăнчӗç.  

Лару ӗçне «Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗ» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацин Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ Иьдар Халиков ертсе пырать.

Палăртса хăварар, Фарид Мухаметшин «Конституция 30: развитие доктрины и совершенствовании практики» сесси ӗçне хутшăнать.

Кăçал форум темине çапла палăртнă: #МЫВПРАВЕ. Пӗтӗмпе форум ӗçне 500 яхăн çын  хутшăнасси паллă. Çавсен хушшинче РФ патшалăх власть органӗсен, ТР патшалăх тата муниципаллă власть органӗсен, бизнес-çаврăмӗн, юридици сообществисен представителӗсем, педагогсем хутшăнаççӗ.  

Программăра «Казанские юридические школы: прошлое в настоящем» тата Раççей Империйӗн пӗрремӗш юстици министрне Гавриил Державина халалланă сессисем те пулаççӗ. Кăçал Г.Державин çуралнăранпа 280 çуллăхне палăртаççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество