Хусанта пӗр талăк хушшинче çулсем çинче 200 ытла инкек пулнине, вӗсенче суранланнине ТР Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.
ГИБДД инспекторӗсем тӗрӗслев вăхăтӗнче 11 ӳсӗр тата правасăр 2 водителе тытса чарнă. Мотоциклăн 1 водительне тата электросамокатпа правилăсене пăхăнмасăр усă куракан 12 çынна административлă явап тыттарнă.
Патшалăх çул-йӗр автоинспекцийӗ асăрхаттарать: ӳсӗр водитель – çулпа çӳрекенсемшӗн пуриншӗн те пысăк хăрушлăх. Эрех ӗçнӗ пулсан, руль умне ан ларăр.
Автоинспекторсем водительсене çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнма ыйтаççӗ.
Нет комментариев