Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Цифровизаци çулталăкне халалланă почта маркине презентациленӗ

Ӗнер Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра çӗнӗ почта маркине ятарласа пичет çапса «сӳнтернӗ». Церемоние ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, ТР Цифра министерствин пуçлăхӗ Айрат Хайруллин хутшăннă.

Хăнасем почта продукцине ятарлă штемпель çапса «сӳнтернӗ», çакăн хыççăн марка çыпăçтарнă тата церемоние хутшăнакансем алă пуснă конверта ятарлă рамкăна вырнаçтарнă. 
«А» литерăллă маркăллă конвертра тӗрлӗ тӗслӗ логотип тата «Год цифровизации в Республике Татарстан» тесе вырăспа тутарла çырнине вырнаçтарнă.  Конвертсене 250 000 штук тиражпа пичетлесе кăларнă. Вӗсем ӗнтӗ почта уйрăмӗсене çитнӗ. Конвертсене «сӳнтерме» йӗркелекенсем куçса пыракан датăллă «Тутарстан Республикинчи Цифровизаци çулталăкӗ» почта штемпелӗсемпе усă курнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев