Хусанта çӗр айӗнчи парковка ишӗлсе аннă двора юсаса пӗтернӗ
Хусанти Универсиада проспектӗнче социаллă ипотека прогораммипе тунă çуртсен варрине юлакан картишӗнче подрядчик çӗр айӗнчи парковка туса хурса пуйма шутланă ахăр. Анчах та туса пӗтереймен, 2014 çулта çӗр айӗнчи конструкцин пӗр стени ишӗлсе аннă.
Çапла майпа асăннă урамри 10,12,14,16 номерлӗ çуртсенче пурăнакансем машинисене ниçта лартаймасăр çак кунччен тарăхса пурăнчӗç.
Стена ишӗлсе аннă хыççăн пилӗк çул хушши çак территорие тирпейлемен, мӗншӗн тесен çакă суда ишӗлнин сăлтавӗсене палăртма кансӗрлеме пултарнă. Суд процесӗсем вӗçленнӗ хыççăн парковка конструкцийӗсене кăларса котлована çӗрпе хупланă. Двора тирпей кӗртес ӗçсене июлӗн варринче пуçланă. Строительсем çӗнӗ асфальт сарнă, уçăлса çӳремелли сукмаксене пӗр-пӗринпе çыхăнтарнă, парковка валли вырăнсем тунă.
Юсав ӗçӗсене пӗтерсен, çак дворти хваттерсен хакӗсем пӗрер миллион тенке ӳснӗ теççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» телеграмм-каналтан
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев