Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Миллениум кӗперне юсава хупма палăртнă

Тутарстанăн шӗкӗр хулине килекенсен те, Хусанта пурăнакансен те çакăн çинчен пӗлмеллех

Кӗперӗн çур пайне Амирхан урамӗнчен пуçласа Вишневский таранчченех хупӗç. Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Игорь Куляжев палăртнă тăрăх, юсава тахçанах тума палăртнă. Кӗпере эксплуатациленӗ 16 çул хушшинче асфальт сийӗсене кăна улăштарса тăнă.  
Паянхи куна гидроизоляцине, пролетсене, юпасене юсамалла, асфальт сийне тӗпрен улăштармалла. Кӗперӗн пӗр пайне хупнă вăхăтра унăн тепӗр пайӗ машинăсем çӳреме икӗ енне те уçă пулать. Водительсен вăл тăвăр (пӗр енне пӗр полосаллă кăна) пуласси çинчен манмалла мар. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев