Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Молодая гвардия» пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрăмӗн гуманитари центрӗ уçăлчӗ

Мӗнпе уйрăлса тăрать-ха центр штабран? Ун социаллă пӗлтерӗшӗ мӗнре? Раççей Федерацийӗн «Молодая Гвардия» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Антон Демидов сăмахӗпе, чи малтан калăпăшӗпе, ӗçсен анлăшӗпе. Центр ӗçӗн тӗллевӗ — волонтерсене хатӗрлесси, СВОна кирлӗ япаласем пухасси.

Иртнӗ эрнере Хусанта «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» пӗрлешӗвӗн гуманитари центрӗ уçăлчӗ. Штабӗ тахçанах йӗркеленнӗ-ха, халӗ ун никӗсӗнче центр ӗçлеме тытăнать. Çак тӗллевпе çамрăк гвардеецсем ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе Фарид Мухметшинпа тӗлпулу йӗркеленӗ. Ӗçпе çыхăннă сăлтавсене пула парламент пуçлăхӗ хăй килеймерӗ. Единороссен кӗçӗн шăллӗсемпе Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Зимелевич Камалтынов тӗл пулчӗ. 

Мӗнпе уйрăлса тăрать-ха центр штабран? Ун социаллă пӗлтерӗшӗ мӗнре? Раççей Федерацийӗн «Молодая Гвардия» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Антон Демидов сăмахӗпе, чи малтан калăпăшӗпе, ӗçсен анлăшӗпе. Центр ӗçӗн тӗллевӗ — волонтерсене хатӗрлесси, СВОна кирлӗ япаласем пухасси. «Çакăн евӗр центрсем волонтерсен пысăк йышне пуçтарса тытса тăма пулăшаççӗ. Волонтер миссине пирӗн урлă 3,5 пин ытла çын иртме пултарчӗ. Пирӗн гуманитари штабӗсем çапăçу линийӗсен тăршшӗпех вырнаçса тухнă. Энергодарта, Железный портра, Скадовскра, Луганскпа Лисичанскра, Çурçӗр Донецкра. Сăмах май, Лисичанск кураторӗ шăпах Тутарстан пулса тăрать. Сирӗн атьсем час-час килсе çӳреççӗ унта, пирӗн гуманитари центрӗнче дежурствăра тăраççӗ. Гуманитари центрне уçни ытларах çынна çак ырă ӗçе явăçтарма май парать. Ятарлă хатӗрленӳ иртнӗ çынсем кăткăс условисенче çухалса каймасăр лайăх ӗçлеççӗ. Эпир час-часах госпитальсенче, фронт линийӗнче ӗçлетпӗр. Кунта, паллах, хатӗр мар çын чăтса тăраймасть», — терӗ Антон Демидов майăн 6-мӗшӗнче ТР Обществăлла тӗрев штабӗнче иртнӗ тӗлпулура. 

«Молодая Гвардия» пӗрлешӗвӗн ертӳçи палăртнă тăрăх, гуманитари центрӗнче медик-волонтерсене, ачасене, ватăсене, нушана лекнисене социаллă пулăшу парассипе ӗçлекен волонтерсене хатӗрлессипе ӗç пырӗ. Каччăсем кăна ӗçлеме пултаракан енсем те пур центрăн. Çавсен шутӗнче фронт линийӗнче пурăнакан çынсем патне апат-çимӗç, ытти кирлӗ япала леçесси, аманнисене пӗрремӗш медицина пулăшăвне парасси, госпитальсенче йывăр аманнисене пăхасси тата ытти. 

СВОчченех ӗçлеме пуçланă

«Молодая Гвардиян» Тутарстанри центрне Руслан Шигабуддинов ертсе пырать. Вăл палăртнă тăрăх, гуманитари штабӗ 2022 çулта, СВО пуçланичченех уçăлнă. Ку Ростов облаçне Донбассран пӗрремӗш çынсем куçса килме тытăннипе çыхăннă. Çав кунран пуçласа гуманитари пулăшăвӗ пуçтарса нушана лекнисене, çав шутра, Раççейӗн çӗнӗ территорийӗсенче пурăнакансене пулăшма тытăннă. Халӗ шефствăри Лисичанскпа Рубежное хулисене тăтăшах кирлӗ япаласем леçсе тăраççӗ, паллах, СВОна хутшăннисем валли. 
Гуманитари центрне штаб никӗсӗнче уçни пӗрлешӗвӗн ӗçне самай анлăлатать, пӗтӗмпе 9 юхăмпа йӗркеленсе пырӗç вӗсем. Гуманитари пулăшăвне пухассипе волонтер ӗçне вӗрентессисӗр пуçне тактика медицинипе ятарлă пӗлӳ парӗç, пӗрремӗш медицина пулăшăвне пама, шкул ачисемпе студентсене беспилотниксепме ӗçлеме вӗрентӗç, çар ӗçӗпе паллаштарса патриотизмла воспитани парассине те тӗп тимлӗхе илнӗ. Пысăк проектсен шутӗнче СВОн 3D музейне уçасси. Руслан Шигабуддинов шучӗпе, ку ачасене интерактивлă форматра ятарлă çар операцийӗн темипе паллашса вăл мӗншӗн, мӗн сăлтава пула пуçланнипе паллашма пултарӗç. 

Кун йышши экзамен тытма тӳр килмен

Юрий Камалтынов çамрăксене çакăн пек анлă та пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗç пурнăçласа пынишӗн тав тунă май вӗсене кăштах ăмсаннине те пытармарӗ. «Пирӗн вăхăтра çумра аттесем, асаттесем, ветерансем пурччӗ. Ку пирӗншӗн кулленхи япалаччӗ. Эпир ӳснӗ чух паттăрлăх кăтартма сăлтавӗ те, майӗ те çукчӗ. Лăпкă, шанчăклă совет саманинче ӳснӗ эпир. Аслисен чи пӗлтерӗшлӗ сăмахӗ, чун ăнтăлăвӗ темелле-ши — вăрçă кăна ан пултăрччӗ тениччӗ. БАМ тухрӗ ӗнтӗ шăпа çине, унтан пӗтӗм Союзри çамрăксен стройки... Анчах этеме паттăрла ӗç тума хистекен, ăна тӗрӗслекен экзамен тытма пире тӳр килмен. Ку енчен пăхсан, ман сире ăмсанмалли кăна юлать. Паянхи условисенче çамрăксем хамăрăн Президента, Правительство илсе пыракан политикăна тӗрев пани питӗ хаклă», — терӗ парламент пуçлăхӗн çумӗ. 

Юрий Камалтынов перестройка, Совет Союзӗ арканнă тапхăрта çуралнисем кирлӗ ориентирсене çухатнине хурланса палăртрӗ. Ун çимӗçне эпир хамăрах куратпăр. Анăç вӗрентӗвӗн «хаклăхӗсене» ăша хывса ӳснӗскерсене паян тӗрӗссине çитерме çăмăл мар. Официаллă МХХсене шанмаççӗ, çӗршывра ыррине курмаççӗ. Хальхи лару-тăрура, патриотизмла шухăш-кăмăлпа çитӗнекенсем урăх шут. Чунтан тав турӗ Юрий Зимелевич çамрăк гвардеецсене. «Вăйлă Раççее тăвакансем эсир пулатăр», — терӗ вăл хавхалануллăн. Юрий Камалтынов çамрăк гвардеецсем малтанласа «Единая Россия» партие пулăшса пынине, кайран хăйсем тӗллӗнех гуманитари пулăшăвне пуçтарса парса леçме тытăннине ырласа палăртрӗ. Ку яш-кӗрӗм кăмăл-туйăмпа пиçӗхнине, яваплăх тытма мехел çитернине кăтартакан пулăм. 

Гуманитари центрне уçнă çӗре «Молодая Гвардиян» Чăваш Республикинчи уйрăмӗн ертӳçи Андрей Шакулов та килнӗччӗ. Тутарстан уйрăмӗпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ вӗсем. 

2023 çулта республикăри çамрăк гвардеецсем 18 миллион тенкӗлӗх 156 тонна гуманитари пулăшăвӗ пуçтарнă. Лисичанскпа Рубежное хулисене 10 хутчен кайса килнӗ, 30 ытла мероприяти ирттернӗ унта, тата çар çыннисене, вӗсен çемйисене, пурăнма куçса килнисене пулăшас тӗллевпе 400-е яхăн акци йӗркеленӗ. Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенче хăйсен ӗçне малалла тăсма 69 доброволеца хатӗрлесе янă. 
Çакăн пек пултаруллă çамрăксем пур чух Тăван Çӗршыв пуласлăхӗшӗн пăшăрханмалли çук. 
Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Молодая Гвардия